Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ: «Хисеплĕ Елчĕк халăхĕ, сирĕн çитĕнĕвĕрсем — отчетри цифрăсем анчах мар, эсир тăван çĕр-аннемĕр умĕнче чун-чĕре ăшшине парса, пысăк яваплăха туйса вăй хунине çирĕплетни çакă».
Ял ĕçченĕсене чыслама ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов, унпа пĕрле килсе çитнĕ вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов тата округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăнчĕç. Шăпах çак кун ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекен кунне округ шайĕнче анлăн паллă турĕç.
Вырма ĕçĕсем йывăр çанталăк условийĕсенче иртрĕç пулсан та 2025 çула ял хуçалăхĕнчи çитĕнỹсен çулталăкĕ, тесе çирĕплетсех калама пултаратпăр. Мĕншĕн тесен республикипе илсен нихçанхинчен ытларах, 1 миллион ытла тонна тырă пухса кĕртнĕ — рекордлă кăтарту. Çав шутран 98071 тонни (кĕлет виçипе) пирĕн округри тыр-пул ăстисен тỹпи. Пĕтĕмпе тĕш тырă пухса кĕртессипе черетлĕ хутĕнче те Елчĕксем республикăра чи малти пулса тăчĕç.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов округри тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансене, продукцие ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра вăй хуракансене професси уявĕ ячĕпе саламланă тата пысăк кăтартусене çывхартнăшăн тав тунă май çакна та палăртса каларĕ:
— Правительство тата Патшалăх Канашĕн депутачĕсем АПКна аталантармалли шанчăклă тĕрлĕ майсем туса параççĕ. Республикăн ял территорийĕсене комплекслă аталантармалли программипе килĕшỹллĕн куçаракан укçа-тенке шутласан 2025 çулта Ял хуçалăх министерстви урлă 8,6 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çав шутран 5,7 миллиард тенки е 66 проценчĕ — республика бюджетĕнчен. АПКна малашне тата тухăçлăрах та ăнăçлăрах аталантарассине тĕпе хуратпăр, — терĕ вăл.

Сергей Артамонов Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пирĕн округри çăкăр çитĕнтерекенсен ячĕпе çырнă Тав хутне те вуласа пачĕ.
Вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый каланă сăмахсенче те уй-хирте тыр-пул çитĕнтерекенсемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансен тивĕçĕ мĕн тери яваплă пулнине палăртса калани яр уççăн палăрса тăчĕ. Округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕн — Сергей Волковăн анлă докладĕнчен çакна пĕлме пулчĕ: округ уй-хирĕсенче пĕтĕмпе акса-лартса хăварнă ял хуçалăх культурисен лаптăкĕ 41265 гектар пулнă, çав шутран тыр-пул — 23206 гектар, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç, округĕпе илсен, — 42,3 центнер. Ĕçлĕ ăмăртура «Сатурн» ЯХПК — чи малти, кунта 1 гектар пуçне шутласан 61,2 центнер тыр-пул пухса кĕртнĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе илсен, хальхинче Александр Филиппов фермер тухăçлă ĕçлеме пултарнипе палăрнă. Çанталăк условийĕсене пăхмасăр хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тухăçлă тыр-пулпа сахăр чĕкĕнтĕрĕ пухса кĕртнĕ. Çĕр улми туса илессипе яланхиллех «АСК-Яльчики» ООО пысăк кăтартусемпе тимлет. Отчетлă 9 уйăхри тапхăрта пĕтĕмпе сĕт туса илессипе, 1 ĕнерен сĕт сăвассипе, мăйракаллă шултăра выльăхсене ỹт хуштарассипе чи малти — «Победа» ООО, «Прогресс» АХОра сысна ĕрчетессине ăнăçлă йĕркелесе пыраççĕ.

Уявра производсвăра малта пыракансене чысласси те тĕп вырăнта пулчĕ. Тĕрлĕ шайри наградăсене илме тивĕçлисем йышлăн пулчĕç: Сергей Баймушкин («Рассвет» ЯХПКри тракторист-машинист), Владимир Васильев («Комбайн» ЯХПКри тракторист), Владимир Кукурузов («Сатурн» ЯХПкри механизатор), Елена Савельева («АСК-Яльчики» ОООри тĕп бухгалтер) агропромышленность комплексĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, Лариса Головина («Комбайн» ЯХПКри ĕне сăвакан оператор), Валерий Иванов («Рассвет» ЯХПКри машинист-тракторист), Раиль Самигуллин («Победа» ОООри тракторист), Надежда Скворцова («Прогресс» АХОри ĕне сăвакан оператор) РФ Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕсене, Ольга Гаврилова («Прогресс» АХОри тĕп экономист), Алексей Емельянов («Клевер» ООО директорĕ), Марина Солина («АСК-Яльчики» ОООри рабочи), Юрий Шуваров («Яманчурино» ОООри тракторист-машинист) Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.
…Уяв кунĕнче ял хуçалăх пасарне йĕркелесси те çирĕп йăлана кĕнĕ. «Прогресс» АХОн лавкки яланхиллех вырăнти цехра аш-кайран пĕçернĕ тĕрлĕ продуктсемпе пуян пулчĕ. Вĕсен продукчĕсене ял çыннисем черет тăрсах туянчĕç.
Аграрисене халалланă уяв концерчĕ те чаплă иртрĕ. Округ шайĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ коллективсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Территори пайĕсем вырăнсенчи ял хуçалăх предприятийĕсем пулăшнипе йĕркеленĕ куравсемпе те уява хутшăннисем кăмăлтан паллашма пултарчĕç.
Светлана АНАТОЛЬЕВА.

