Сахăр диабечĕпе аптăракансем хальхи вăхăтра питĕ нумаййăн. Çапах та хуçăлса ỹкмелле мар. Ун çинчен мĕн пĕлмелле-ха?
Инсулин гормонĕ (ăна хырăм ай парĕн В-клеткисем туса кăлараççĕ) çителĕксĕр пулнăран юнра сахăр нумайланнипе организмри веществосен ылмашăвĕ пăсăлать. Çакна сахăр диабечĕ теççĕ.
Диабет икĕ тĕрлĕ пулать. Пĕрремĕшĕ — хырăм ай парĕ инсулин туса кăларма пачах пăрахни. Кăна инсулина пăхăнса тăракан сахăр диабечĕ тесе калаççĕ. Унпа чирлисем хушшинче ытларахăшĕ — 30 çула çитменнисем. Вĕсем типшĕм кĕлеткеллĕ. Чир тăрук пуçланать те çавăн пекех хăвăрт сывлăха хавшатать. Çыннăн йывăрăшĕ чакма пуçлать, час-часах çăмăллипе тула каяс килни палăрать. Вăй чакать, чирлĕ çын пĕрмаях выçă пулнине тата шыв ĕçес килнине сисет.
Диабетăн 2-мĕш тĕсĕ — инсулина пăхăнман сахăр диабечĕ. Ытларах чухне çак тĕс тĕл пулать. Хырăм ай парĕ (поджелудочная железа) инсулин çителĕксĕр туса кăларать е организм çак инсулин çине нимĕнле реакци те памасть. 40 çултан иртнисен кĕлетке йывăрăшĕн виçи ытлашши пулма тата ку пулăм йăхран йăха куçса пыма пултарать. Нумайăшĕ чир паллисене туймасть, çавăнпа диабета тỹрех тупса палăртма кансĕр. Шыв ĕçес килни, час-часах шăк тухни, куç япăх курма пуçлани, ал-ура «çывăрса ларни» е кĕçĕтни, ỹт çинчи суран япăх тỹрленни — чир паллисем.
Сахăр диабетĕнчен сыхланас тесен ансат правилăсене пăхăнни те çителĕклĕ. Физкультурăпа туслă пулмалла, сигарет туртмалла мар, кĕлеткен йывăрăшне виçере тытмалла, белокпа (пулă, çăмарта, чăкăт) пуян апат, пахча çимĕç ытларах çиме тăрăшмалла.
Мария ФИЛИППОВА,
эндокринолог тухтăр.

