Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ ял хуçалăх предприятийĕсем, уйрăм ĕçченсем 2025 çулхи вырмара ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетнĕ, çапла йышăннă:
1.Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илессипе «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕнтернĕ. Вăл куçса çỹрекен ялава тата диплома тивĕçнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче 653 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çитĕнтернĕ, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 61,2 центнерпа танлашнă;
— хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, çавăн пекех сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илессипе Александр Владимирович ФИЛИППОВ хресчен (фермер) хуçалăхĕ çĕнтернĕ. Кунта 1 гектартан тухакан вăтам тухăç — тыр-пул — 52,4, сахăр чĕкĕнтĕрĕ 500 центнерпа танлашнă, дипломпа чысланă;
— çĕр улми туса илессипе «АСК-Яльчики» ООО мала тухнă. Кунта «иккĕмĕш çăкăра» 232 гектар çинче çитĕнтернĕ, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 382,5 центнерпа танлашнă, дипломпа чысланă.
2.Ял хуçалăх производствинче тăрăшса ĕçлесе мала тухнă уйрăм çынсене округ администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысланă:
— «Эмметево» ОООри Алексей Валериевич ЗАХАРОВ комбайнера. Вăл КЗС-1218, Десна — Полесье GS12 комбайнсемпе 30300 центнер тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ, «2025 çулхи вырма чемпионĕ» ята тивĕçнĕ;
— «Победа» ОООри Олег Станиславович ЕЛИСЕЕВ комбайнера. Вăл «Полесье» комбайнпа 12800 тонна выльăх апачĕ хатĕрленĕ;
— «АСК-Яльчики» ОООри Герман Юрьевич ФАДЕЕВ комбайнера. Вăл AVR SPIRIT 6200 комбайнпа 60940 центнер çĕр улми пухса кĕртнĕ;
— «Прогресс» АХОри Алексей Валерьевич КОЛСАНОВ водителе. Вăл 65205 тонна — çухрăм ял хуçалăх таварĕсене, çав шутран «Газон Next» автомашинăпа 2420 тонна тĕш тырă турттарнă;
— «АСК-Яльчики» ОООри Сергей Павлович СТОЛЯРОВ механизатора. Вăл К-700 тракторпа 3950 условлă эталон гектар ĕç пурнăçланă, çав шутран 674 гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă.

