Суббота, 6 декабря, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Çĕнелнĕ шкулта вĕренме условисем çителĕклĕ

Çĕнелнĕ шкулта вĕренме условисем çителĕклĕ

Республикăри ялсенчи пурнăç шайĕ çулран-çул ырă енне улшăнсах пырать. Ноябрĕн 11-мĕшĕнче округра харăсах тĕпрен юсанă хыççăн 2 пысăк объект — Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул тата Вăрăмхăва ялĕнчи клуб — савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕç.

Çак савăнăçлă пулăма Елчĕксемпе пайлас тĕллевпе округра çак кун ĕçлĕ визитпа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев, ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, ЧР Вĕренỹ министрĕн çумĕ Светлана Скочилова, çар çынни-ентешĕмĕрсем Алексей Сайкин генерал-лейтенант, СВО участникĕ Дмитрий Тихонов (вăл шăпах Елчĕк шкулĕнчен вĕренсе тухнă) тата ыттисем те. Елчĕк округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата официаллă хăнасем чи малтанах Елчĕк шкулĕнче пулчĕç. Педагогика коллективĕпе вĕренекенсем вĕсене хапăл туса кĕтсе илчĕç. Юсав ĕçĕсем пынă тапхăрта Елчĕкри «Паха пĕлỹ» çуртĕнче 2-шер сменăпа вĕреннĕ ачасем тăван шкула таврăнсан тинех ирĕккĕн сывласа ячĕç пулĕ. Вĕсен тата вĕрентекенсен сăн-питĕнчи йăл кулă кăмăла çĕклерĕ. Коллектив килнĕ хăнасене çутă та капăр коридорсемпе тата классемпе, коридорта Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне, СВО паттăрĕсене халалланă çĕнĕ стендпа паллаштарчĕ. Кунтах шкул ятне панă Раççей Федерацийĕн Геройне Николай Петрова халалласа уйрăм кĕтес туса хунă. Стена çине пысăклатса вырнаçтарнă Геройăн йăл куллиллĕ сăнĕ салтак пирĕн ырă пурнăçшăн, çутă малашлăхшăн пуçне хунине аса илтерсех тăрать. Ун умĕпе хумханусăр иртеймĕн. Сумлă вырăнта Николайăн Герой Çăлтăрĕ, унăн вĕренỹре тата спортра çĕнсе илнĕ, çарта тивĕçнĕ наградисемпе кубокĕсем, сăн ỹкерчĕкĕсем, çар хатĕрĕсем тата ытти те. Çак çĕнĕлĕх çитĕнекен ăрăва кĕçĕнрен патриотла воспитани парас ĕçре тивĕçлĕ вырăн йышăнни иккĕлентермест.

Шкула иртнĕ ĕмĕрте — 1959 çулта хута янă пулнă. «Ватă» шкула республика программипе килĕшỹллĕн тĕпрен çĕнетме бюджетран 57,9 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Юсав ĕçне «Строймонтажизоляци» организаци пурнăçланă, мĕн пур ĕçе палăртнă вăхăтра вĕçленĕ. Çуртра шалти инженери, электричество, хутса ăшăтмалли, шыв пăрăхĕн, канализаци, вентиляци тытăмĕсене тĕпрен юсанă, çĕнĕ алăксем, эвакуаци пусмине вырнаçтарнă, шкул фасадне çĕнетнĕ тата ытти те.

— Елчĕк шкулĕнче паян 627 ача вĕренет, вĕсене 45 опытлă педагог тарăн пĕлỹпе пĕрлех тивĕçлĕ воспитани парать. Вĕренỹ çуртне паянхи самана ыйтакан шая çитерсе ачасене вĕренме мĕн пур услови туса панăшăн шкул коллективĕн, ашшĕ-амăшĕ тата вĕренекенсен ятĕнчен Чăваш Республикин Правительствипе пĕрле ЧР Пуçлăхне Олег Николаева, яланах пулăшу аллине тăсма хатĕр пулнăшăн Чăваш Патшалăх Канашĕн депутатне Юрий Попова, ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен Уполномоченнăйне Алевтина Федоровăна, округ ертỹлĕхне пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Хуларинчен кая мар условисемлĕ çĕнетнĕ шкулта ĕçлеме те, вĕренме те кăмăллă, — палăртать шкул директорĕ Лариса Васильева.

Ашшĕ-амăшĕ ятĕнчен Владимир Кузьмин ертỹлĕхе уйрăммăн тав турĕ.

Кунта çакна та аса илсе хăвармалла. Елчĕк шкулĕ республикăра ачасен пĕлỹлĕх шайĕн пысăк кăтартăвĕсемпе палăрса тăрать. 2023 çулта учреждени регионти чи лайăххисенчен пĕри пулнипе палăрса Чăваш Ен Пуçлăхĕн 500 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илчĕ. 2024 çулта шкул ачасемпе çамрăксен пĕтĕм Раççейри проектсен конкурсне хутшăнса призер пулса тăрса 200 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçрĕ. Çавăн пекех «Раççейри чи лайăх инклюзивлă шкул» конкурсра пысăк кăтартусемпе палăрчĕ. Шкулта вĕренекенсем тĕрлĕ шайри олимпиадăсенче, ăслăлăхпа пултарулăх конкурсĕсенче тăтăшах призлă вырăнсене йышăнаççĕ. 2024-2025 вĕренỹ çулĕнче кăна тăватă вĕренекен Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин регионти тапхăрĕн, иккĕшĕ — регионсем хушшинчи чăваш чĕлхи олимпиадин призерĕ пулнă, вун виçĕ вĕренекен вара пултарулăхри çитĕнỹсемшĕн республика Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине илме тивĕçнĕ.

— Тĕпрен юсанă шкул çитĕнекен ăрăва пахалăхлă пĕлỹ пама тата воспитани илме пулăшнипе пĕрлех хăрушсăрлăхпа та тивĕçтерет. Чи кирли вăл демографи лару-тăрăвне ỹстересси, çамрăксене яла юлса пурнăçне çуралнă вырăнта йĕркелесси çине ырă витĕм кỹтĕр, — терĕ Чăваш Ен Правительствин Председателĕ Сергей Артамонов.

Чылай çул ЧР Ял хуçалăх министрĕнче тăрăшнă Сергей Геннадьевич шкулти агрокласпа интересленсех паллашрĕ, вĕренекенсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлчĕ.

Округ пуçлăхĕ Леонард Левый хăйĕн сăмахĕсенче çĕнетнĕ шкул ачасене малашне те паха пĕлỹ илме тата пур енлĕн аталанма май парасса, педагогсемпе вĕренекенсене çĕнĕ çитĕнỹсем тума хавхалантарасса шансах тăнине палăртрĕ.

ХАКЛАВ

Наталья ЧЕРНОВА, 11-мĕш класра вĕренекен Эвелина Чернован амăшĕ:

— Шкул ачасемшĕн иккĕмĕш кил, вĕрентекенсем вара иккĕмĕш ашшĕ-амăшĕ тетпĕр. Ачасем таса та хăтлă, хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчен шанчăклă шкулта вĕренни пире савăнтарать. Нумаях пулмасть шкул столовăйне тĕпрен юсанăччĕ. Халĕ вара шкул та çĕнелчĕ. Вĕренỹ условийĕсем тата та лайăхланчĕç. Тĕпрен юсанă вĕренỹ учрежденийĕ çуталса та хăтлăланса кайнăран ачасем унта уйрăмах хавас кăмăлпа çỹреççĕ. Ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă та лăпкă. Тавах ертỹлĕхе çакăн пек пысăк парнешĕн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code