Пĕрремĕшсен çăлтăрĕ нихăçан та сỹнмест. Вĕсем чи малтанхисем пулнăран, хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнмелле пысăк çитĕнỹсем тунăран тата хыççăн пыракансем валли çул уçнăран.

Ардалион Игнатьевăн (24.11.1930-24.11.1998) çăлтăрĕ те халĕ те ялтăрать, мĕншĕн тесен вăл — манăçми. Хăй вăхăтĕнче ун пирки çĕршыври тата ытти патшалăх пичет изданийĕсенче «Чăвашсен хăйне евĕрлĕ спринтерĕ» тесе çырнă. Унăн чупу техникине нумай çул эталон вырăнне хурса вĕреннĕ. Уринчен атăпа кăçатă хывман ял çамрăкĕн пултарулăхĕ спорт функционерĕсене тĕлĕнтермен мар.
Ардалион Васильевич Канашри учительсен институтĕнче спорт енĕпе мар, физикăпа математика факультетĕнче пĕлỹ илнĕ. Çав çулсенче физкультура занятийĕсенче ГТО нормативĕсене пурнăçланă май çỹллĕшне 150 сантиметр сикме пултарнă. Республикăри çăмăл атлетсен ăмăртăвĕнче 100 метра чупассипе çĕнтернĕ. Çапла пуçланнă ял ачин спорт карьери.
Çитĕнỹсем малалла та нумай кĕттермен. Çĕршыв шайĕнче те. Апла пулин те пĕрлештернĕ командăна илмен — «малашлăхсăр» имĕш. «Кукка» пулнă пулсанах ĕç-пуç урăхла çаврăнса тухатчĕ-и, тен? Çакăн пек лару-тăру ăна спортран уйрăлас çул çине те тăратма пултарнă. Юрать-ха, Патăрьел тăрăхĕнчи икĕ Рассых — Бикчуринпа Камалетдинов юлташĕсем пулăшса, хавхалантарса пынă. Тренировкăсенче «çичĕ» хутчен тар кăларни вара харама кайман. Çав «малашлăхсăр» спортсмен Нальчикре иртнĕ Раççей чемпионатĕнче 400 метра чупассипе мала тухать, унтан Одессăра çак ăнсăртлăх пулманнине çирĕплетет. Асăннă çитĕнỹсем те спортри тỹре-шарана вырăнтан тапратайман: Раççей чемпионне пĕрлештернĕ командăна кандидат статусĕпе çеç илнĕ. Спорт чиновникĕсен тиркевне ăнланма çук, унран пăрăнса утнă. Каярахпа Николай Зайцев тренер интерес çукран тенĕ пек хăйĕн командине йышăнать. Вара кĕске тапхăртах çĕнĕ вĕренекенĕ спорта чунтан парăннине курса ĕненет. Тĕлĕнет те.
«Эпĕ çамрăклах çакна лайăх ăнланса илтĕм: физкультурăпа спорт упражненийĕсене нихăçан та вăхăтран вăхăта туса пыма юрамасть. Тренировкăсене тăтăшах, кашни кун, çулталăк тăршшĕпех, пĕр чарăнмасăр туса пымалла», — пирĕн хаçат корреспондентне хăй вăхăтĕнче çапла каланă Игнатьев.
1952 çул. Хельсинки. Çуллахи XV Олимп вăййисем. Программăна спортăн 16 тĕсне кĕртнĕ. СССР пĕрлештернĕ командин йышĕнче 295 спортсмен хутшăннă. Вăл шутра Ардалион Игнатьев та, чăвашсен Олимпиада летопиçне пуçласа çыраканĕ.
Ентеш хăйĕн юратнă дистанцин кашни тапхăрне çĕршыв рекордне çĕнетнипе вĕçлет, пурĕ виçĕ хутчен, вăл шутра — финалта та. Анчах финиша 4-мĕш кăна çитет вăл.
Ĕнел каччи Олимп вăййисене хутшăннă чухне 22 çулта çеç пулнă. Çăмăл атлетикăра кун пекки, çитменнине çак шайра, сайра пулать. Çакă та хăйне кура пысăк çитĕнỹ.
Олимпиец чупу сукмакĕсене малалла такăрлатнă май, тĕрлĕ шайри ăмăртăва хутшăнать. 1953 çулта Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен IV фестивалĕнче (Бухарест), 1954 çулта Европа чемпионатĕнче (Берн) чи вăйли пулнине çирĕплетет: вăхăчĕ — 46,6 çеккунт. Континентра та вăл чăвашсенчен пьедестал çине чи малтан хăпараканĕ пулнă. Çав çулхинех Игнатьев 200 метрлă дистанцире кĕмĕл призер. Финлянди, Польша, Венгри, ГДР, Англи çĕршывĕсенче те чи малти. Çакă та кăсăклă: 1952-1959 çулсенче вăл 15 хутчен СССР чемпионĕ ята çĕнсе илнĕ, 1956-1959 çулсенче — СССР халăхĕсен çуллахи спартакиадин 5 хут çĕнтерỹçи.
1956 çул. Австралири Мельбурн. Çуллахи XVI Олимп вăййисем. Каллех чăвашсенчен пĕччен кăна. Шăпах хăй çуралнă кун — пĕрремĕш старт. Вăл тата ытти тапхăрăн ăнăçăвĕсем ăна финала илсе çитернĕ. Акă, каллех 400 метр. Дистанцири тĕп конкурентсем — икĕ американ тата нимĕç. Пурте пĕр-пĕрне аван пĕлеççĕ. Чупу тапхăрĕнче кашниех тренер палăртнă тактикăна пăхăнма тăрăшать. Кунта та çаплах. Ардалион, тĕп тупăшуçă шутланнă атлета «сыхласа» пынă май, тепĕр иккĕшĕ унтан иртсе кайнă. Финиша çитеспе пур пĕрех призера кĕме вăй çитеретех. Бронза! Ылтăнпа танлашнăскер! Чăваш Енĕн Олимп вăййисенчи пĕрремĕш медаль.
Ардалион Игнатьев Ленинградри П.Ф.Лесгафт ячĕллĕ физкультурăн патшалăх тĕп институтне пĕтернĕ. Хулари «Локомотив» ирĕклĕ спорт обществин уйрăмĕн тата патшалăх университечĕн аслă тренерĕнче ĕçленĕ çулсенче те яланах Чăваш Ен командишĕн ăмăртнă. Çапла вара СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн 1970 çул тĕлне медальсен шучĕ 46-а çитнĕ. Çирĕм çула яхăн çĕршывра унпа танлашакан пулман.
1972 çулта Олимп çăлтăрĕ Чăваш Ене таврăнать. Кунта та спорт юхăмĕнче вăл. Педагогика тата ял хуçалăх институчĕсенче тренер-преподавательте, хулари ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕнче вăй хурать, шкулсенче уроксем ертсе пырать. Хăй утса-чупса тухнă кун-çулне «Пурнăçланнă ĕмĕт» (1978), «Путь к вершинам мастерства» (2003) кĕнекесенче çутатнă.
Ентешĕмĕрĕн тĕнче, çĕршыв умĕнчи çитĕнĕвĕсене пысăка хурса хакланă. Ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп Палли» орденсемпе, медальсемпе наградăланă. Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинне «Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Унăн ятне Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Кĕнекине кĕртнĕ. Республикăри спорт ăсталăхне ỹстерекен аслă шкула, Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулне тата урама ун ятне панă. Вăл çуралнă Ĕнелĕнчи тата тĕп хулара пурăннă Урицкий урамĕнчи çуртсем (2003) çине Асăну хăми вырнаçтарнă. Мухтавлă ентешĕмĕре асăнса çулсерен округри çăмăл атлетсен чемпионачĕ иртет.
…Ардалион Игнатьев çут тĕнчене килнĕренпе 95 çул çитет. Унăн çăлтăрĕ ĕмĕр ялкăштăр. Вăл çутă çамрăксене спортăн çăмăл мар çулĕпе талпăнма çутатса пытăр.
Николай МАЛЫШКИН.

