Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Николаев вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.
Канашлу кăмăллă самантран пуçланчĕ. Владимир Николаев Н.В.Петрова асăнса «Улăп» ФОКра округри территори пайĕсен хушшинче сĕтелçи теннис енĕпе иртнĕ чемпионатра мала тухнисене чысларĕ. Пĕрремĕш вырăна Елчĕк территори пайĕн команди йышăннă. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче — Кĕçĕн Таяпа тата Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕсен командисем.
Канашлура кулленхи ыйтусене сỹтсе яврĕç. Округ администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ — йĕркелỹпе тĕрĕслев тата кадр ĕçĕн пайĕн начальникĕ Татьяна Филимонова эрне тăршшĕпе иртекен мероприятисен планĕпе паллаштарчĕ. Елчĕк округĕн 2025 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тата бюджета пурнăçланин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем çинче округ пуçлăхĕн çумĕ — администрацин экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пайĕн пуçлăхĕ Марина Павлова тата бюджет учечĕпе отчет секторĕн заведующийĕ — Роза Антонова тĕп бухгалтер чарăнса тăчĕç. 2025 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем харпăр хăй туса кăларнă таварсен, пурнăçланă ĕçсен тата пулăшу ĕçĕсен калăпăшĕ 2024 çулхи маларах асăннă тапхăрпа танлаштарсан ỹсĕмлĕ — 2968,9 миллион тенкĕпе танлашнă (107,3 процент). Пĕчĕк тата вăтам предпринимательсен пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 39516 тенкĕпе танлашнă (105,3 процент). Мĕн пур категоринчи хуçалăхсенче 2025 çулхи 10 уйăхра (чĕрĕ виçепе 2337,6 тонна, 100 процент) какай валли выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк çитĕнтернĕ, 28675,6 тонна сĕт (101 процент), 7085,4 пин штук çăмарта (101 процент) туса илнĕ.
10 уйăхра округ бюджечĕн тупăш пайĕ 613862,5 пин (планпа 750626,1 пин тенкĕ пăхса хăварнă), расхут пайĕ 665958,2 пин (834212,9 пин) тенкĕпе танлашнă.
Çавăн пекех пуçтарăннисен умĕнче администрацин территорисене тирпей-илем кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен Управленин строительство, çул-йĕр хуçалăхĕ тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Евдокимова сăмах илчĕ. Вăл вырăнти пĕлтерĕшлĕ çул-йĕре хĕллехи тапхăрта пăхса тăрас тĕллевпе тунă килĕшỹсем пирки пĕлтерчĕ. Раççей Пенси фончĕн округри клиент службин ертỹçи Владимир Егоров РФ уйрăм саккун акчĕсенчи улшăнусем пирки хыпарларĕ. Пенси тытăмĕнчи ырă улшăнусем пирки чарăнса тăрас пулсан çакă паллă: 2026 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пур ачашăн та балсем шутласа пама пуçлĕç. Маларах палăртнă йĕркепе вара 1,5 çулчченхи ачасене пăхнă тапхăрта пенси балĕсем (коэффициентсем) шутласа панă чух тăватă ача таран анчах шута илнĕ. Балсен шутне палăртнă чух пĕрремĕшшĕн 1,8, иккĕмĕшшĕн 3,6 тата виççĕмĕшпе ун хыççăнхисемшĕн 5,4 балл тивет. Çавна май пенси фончĕн ĕçченĕсем асăннă балсене çĕнĕрен палăртса шутлассине йĕркелĕç. Çак ĕçе декабрĕн 31-мĕшĕччен вĕçлеме палăртаççĕ.
Канашлу вăхăтĕнче ытти ыйтусене те сỹтсе яврĕç.
Е.ПЕТРОВА.

