Эпĕ Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренетĕп. Пирĕн шкул питĕ çутă та ăшă. Вăл çулран-çул илемленсе, çĕнелсех пырать. Урăхла каласан, кунта тăрăшса вĕренме мĕн пур услови пур. Пирĕн шкулти вĕрентекенсем те пĕри тепринчен пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ.

Пуçару бюджечĕн программипе усă курса 2024 çулта шкулта сывлăха çирĕплетмелли — йывăр атлетика енĕпе тĕрлĕ ăмăртусене хатĕрленмелли хăтлă зал хута кайни те пирĕншĕн калама çук пысăк парне пулчĕ.
Эпĕ мĕн пĕчĕкренех спортпа туслă: футболла вылятăп, шывра ишмелли ăмăртусенчен те кая юлмастăп. Хальхи вăхăтра вара Борис Демьянович Клементьев вĕрентекен йĕркелесе ертсе пыракан йывăр атлетика секцине çỹретĕп. Тренер пире йывăр штангăсене тĕрĕс çĕклеме вĕрентет. Мана вара йывăр атлетика секцийĕ кăсăклантармаллипех кăсăклантарса ячĕ, çавăнпах пулĕ эпĕ тренировкăсене те хаваспах пĕр сиктермесĕр çỹретĕп. Борис Демьянович хăй те пултаруллă, пире те хавхалантарма пĕлет, пулăшу аллине тăсса пама ỹркенсе тăмасть.
…Акă кĕтнĕ кун та çитрĕ: ăмăрту кунĕ. Эпĕ йывăр штангăна малтан хулпуççи çине йăтса хутăм, унтан пĕтĕм вăя пуçтарса пуç тăррине çĕклерĕм: зал алă çупса ячĕ! Тỹресем результата пĕлтерчĕç — пĕрремĕш вырăн!
Данил КУПТАШКИН,
Çĕнĕ Пăва шкулĕ.

