Четверг, 13 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Телейлĕ билет» тата унăн хуçи Ольга Рубцова

«Телейлĕ билет» тата унăн хуçи Ольга Рубцова

Çыравçăшăн кĕнеке пичетленни — пысăк савăнăç, телейлĕ билет лекнипе танах. Хайлав пуххи «Телейлĕ билет» ятлă тăк — пушшех. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче шăпах çак ятлă кăларăм кун çути курчĕ. Аслă классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ кĕнекене 3 повеçпе 6 калав кĕнĕ.

Автор унта тĕрлĕ тема хускатать: пурнăçпа вилĕм, юратупа курайманлăх, туслăхпа ăмсану, шанчăклăхпа сутăнчăклăх т.ыт.те. Паянхи çивĕч ыйтусенчен пăрăнса иртмест вăл, вулакана шухăша яракан сăнарсем калăплать. Унăн геройĕсенчен кашниех хăйĕн телейне шырать. Пĕрисем ăнăçăва хỹринчен ярса тытассишĕн тем тума та хатĕр — çумри çынна ура хума та; теприсем ыттисене пулăшнинче тивлет тупаççĕ; виççĕмĕшсем суя тĕллев хыççăн кайса шар кураççĕ.

Сăнарсемпе вулакан таçта та çитĕ. «Виличчен те манаймăп…» повеçри Маргарита хыççăн çапăçу хирĕнче утма та тивĕ. Мĕн туса çỹрет-ха вăл унта? «Пульăсен айĕнче çỹресси хĕрсен ĕçĕ мар». Савнийĕ СВОна тухса кайсан Рита канăçне пач çухатать. «Хăть мĕн каласассăн та — чăтаймастăп эпĕ, кĕтесси, юратнă çыншăн кашни самантра хумханса çỹресси темле хăрушлăхран та йывăртарах маншăн. Ман та çĕршывшăн, ун çĕнтерĕвĕшĕн мĕн те пулсан усăлли тăвас килет. Саша пекех хастар пуласчĕ, унран ỹксе юлас марччĕ…» — тет вăл.

Ольга Петровнан хайлавĕсенче триллер сĕмĕ те, туслăх теми те, кулăшла самантсем те пур. Кĕнекене алла илсен йăлтах куç умне тухса тăрĕ…

Автор çинчен те чарăнса тăрар. Ольга Рубцова (Карамаликова) 1977 çулта Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетне пĕтерсен «Тăван Атăл» журналта (2002-2004), «Хресчен сасси» хаçатра (2005-2013) ĕçленĕ. 2016 çултанпа Чăваш кĕнеке издательствинче вăй хурать.

Çырас туртăмĕ шкулта вĕреннĕ чухнех палăрнă, пĕрремĕш сăвви район хаçатĕнче пичетленнĕ. «Пионер сасси» хаçатпа, «Хатĕр пул» журналпа çыхăну тытнă.

Унăн хайлавĕсем «Тăван Атăл», «Капкăн» журналсенче, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра тата коллективлă сборниксенче кун çути курнă. «Телейлĕ билет» — Ольгăн 1-мĕш уйрăм кĕнеки. Прозаикшăн вăл литературăна ертсе кĕрекен телейлĕ билет пултăрччĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code