Четверг, 15 января, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ вăрлăхран — пысăк тухăç

Çĕнĕ вăрлăхран — пысăк тухăç

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ: «Çĕрпе тивĕçлĕн усă курса унран чи пысăк тухăç илесси — пирĕн тĕп тĕллев. Чи малти вырăнта хуçалăхсене элита вăрлăх, ăратлă выльăх, çĕнĕ йышши техника туянма патшалăх енчен тĕрев парасси. Кăçалтан çĕр пулăхне биологи мелĕпе ỹстересси çине пысăк пусăм тăвăпăр».

«Çунана — çулла, урапана хĕлле хатĕрлемелле», -теççĕ халăхра. Тыр-пула пухса анчах кĕртрĕмĕр пулсан та, çитес çул валли вăрлăх хатĕрлес ĕç халех пуçланнă. Вăл епле шăтасси, тивĕçлĕ продукци илесси унăн пахалăхĕнчен, ăна акма хатĕрленинчен нумай килет.

— Хуçалăхсем вăрлăхсене çулсерен çĕнетсе пыни тухăçлăха ỹстерет. Кăçал «Яманчурино» ОООра округра пуçласа пăрçан çĕнĕ сортне («Джекпот») илсе килчĕç. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсене илес пулсан, С.А.Петров тата В.П.Смирнов фермерсем те вăрлăха çĕнетес тĕллевпе Воронеж облаçĕнчи «ЭкоНива» ОООран çурхи туллăн «Ликамеро» сортне 10-шар тонна кỹрсе килчĕç, — пĕлтерет Федерацин «Раççей ял хуçалăх центрĕ» патшалăх бюджет учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн округри уйрăмĕн ертỹçи Олег Карсаков.

Планпа округĕпе 3920 тонна вăрлăх хатĕрлеме палăртнă пулсан, хальхи вăхăт тĕлне 4365 тонна вăрлăха уйăрса хунă, çав шутран 2958 тоннине (67 процент) тасатса тĕрĕслесе кондицие ларнине палăртнă.

Вăрлăха хатĕрлесе тивĕçлĕ кондицие лартассинче «Труд», «Яманчурино», «Рассвет», «Энтепе», «Сатурн», «Урожай» хуçалăхсем лайăххисен йышĕнче. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсене илес пулсан, çак йыша Еленăпа Юрий Цветковсен хуçалăхĕсене кĕртмелле.

Вăрлăха çĕнетсе пырассипе округри 3 хуçалăх — «Яманчурино» ООО (кунта 100-шер тонна ытла «Конкур» сĕлĕ тата «Ликамеро» тулă, 60 тоннăна яхăн «Ейфель» урпа вăрлăхĕсем сутлăхра пур), «Комбайн» ООО (100-шер тонна «Ульяновская-100» çурхи тулă тата «Владимир» урпа вăрлăхĕсем пур), Юрий Цветков хуçалăхĕ (120 тонна «Ульяновская-115» çурхи тулă, 180 тонна «Ульяновец» пăрçа, 40 тонна «Львовская-22» вика, 120 тонна «Драгун» сĕлĕ вăрлăхĕсем пур) ăнăçлă ĕçленине палăртать ертỹçĕ.

— Йывăр çанталăксенче тĕш тырра чир-чĕр уйрăмах сырăнни паллă. Çавăнпа та акас умĕн вăрлăха им-çамлассине тĕпе хумалла. Пысăк тухăç илес ĕçре биопрепаратсемпе анлăн усă курнин витĕмĕ те пысăк. Вĕсем вăрлăх ăнăçлă шăтаслăха ỹстереççĕ, тăпрана пуянлатаççĕ, чир-чĕртен упраççĕ. Федерацин «Раççей ял хуçалăх центрĕ» патшалăх бюджет учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕ сĕнекен çак препаратсене туянакансене патшалăх тăкакăн 80 процентне саплаштарма та май парать. Ку енĕпе «Клевер» ОООпа Юрий Цветков фермерăн опычĕ анлăланчĕ, кăçал вĕсем ăнăçлă ĕçлесе патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курма пултарчĕç, — палăртать Олег Ильич.

Маларах асăннă уйрăмăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки асăнас пулсан, вăл малтанхи пек ял хуçалăхĕпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчен кỹрсе килекен вăрлăхсемпе анчах мар, уйрăм хушма хуçалăхсем кỹрсе килекен вăрлăхсемпе те ĕçлет. Çавăнпа та вĕсем халăха вăрлăха акас умĕн пахалăхне хăйсен патне килсе тĕрĕслеттерме сĕнеççĕ. Кунтах вăрлăх шăтаслăхне тата тасалăхне палăртаççĕ (тĕплĕнрех 2-52-53 номерпе шăнкăравласа çыхăнма пулать).

Е.Петрова сăн ỹкерчĕкĕнче: Олег Карсаков ертỹçĕ, Ольга Скворцова тата Ирина Иванова агрономсем вăрлăхсене тĕрĕсленĕ вăхăтра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code