Округ администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн пĕрремĕш суйлавĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта округ пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марина Павлова, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, администрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç.
Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 8 ыйтăва пăхса тухрĕç. Пĕрремĕш ыйтупа халăх суйлавçисем Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн «Елчĕк муниципалитет округĕн 2026 çулхи тата планпа пăхнă 2027 тата 2028 çулсенчи бюджечĕ çинчен» йышăнăва çирĕплетрĕç. Йышăну проекчĕпе округ администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина паллаштарчĕ.
Прогнозлă планпа килĕшỹллĕн, 2026 çулта округ бюджечĕн тупăшсен пайĕ те, расхутсен пайĕ те 657389324,51 тенкĕпе танлашĕ. Чăваш Республикин бюджетĕнчен кĕрекен каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ калăпăшĕ 441685224,51 тенкĕпе танлашĕ.
Ларура Депутатсен пухăвĕн тĕрлĕ Йышăнăвĕсене, 2026 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли прогнозлă плана улăшăнусем кĕртрĕç, ытти ыйтусене тишкерчĕç.

