Четверг, 15 января, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Елчĕке — кинофильм курма

Елчĕке — кинофильм курма

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2025 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнче Елчĕк округĕнче иртнĕ Правительство кунĕнче каланинчен: «Эпĕ округра пурăнакансем хушшинче ирттернĕ ыйтăмăн пĕтĕмлетĕвĕсем çакна çирĕплетрĕç — Елчĕк округĕнче пурăнакансен 25 проценчĕ Елчĕкре кинотеатр кирлине пĕлтерчĕ. Халăх ыйтакан кинотеатр Елчĕкре кăçал хута кайĕ».

Тăван тăрăхра пурăнакансемшĕн савăнăçлă хыпар — Ĕнер Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче 196 вырăнлăх кинозал хута кайрĕ. Çакă Республика пуçлăхĕ панă сăмаха çирĕп тытнине, палăртнă ĕçсене вăхăтлă пурнăçланине черетлĕ хут çирĕплетрĕ. Халăх ырлăхĕшĕн пурнăçланакан ĕçсем çултан-çул хушăнса пыни кăмăла çĕклет, хавхаланса ĕçлес туртăма ỹстерет.

Кинозала савăнăçлă лару-тăрура уçма Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин архивсен секторĕн заведующийĕ Татьяна Малеева, Елчĕк округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марина Павлова, «Медиа» МТД фирмăн директорĕ Ильнар Сафаров, округ администрацийĕн культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Марина Демьянова тата ыттисем хутшăннă.

Палăртма кăмăллă, кинозалта кăтартакан фильмсене «Пушкин карттипе» те курма пулĕ. Кинозала халăх кинофильм курма йышлă çỹрессе шанса тăрăпăр.

(Хамăр корр.).

Е.Игнатьева сăн ỹкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code