Четверг, 15 января, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мала тухнисене чысларĕç

Мала тухнисене чысларĕç

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марина Павлова вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Марина Николаевна чи малтанах хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртес енĕпе çулсерен йĕркеленекен республика шайĕнчи конкурс çĕнтерỹçисене чысларĕ. «Озеленение улиц частного сектора» номинацире Аслă Елчĕк ялĕнчи Тябуков урамĕнче пурăнакансем 2-мĕш, Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи Çамрăксен урамĕнче пурăнакансем 3-мĕш вырăн, «Благоустройство придомовой территории многоквартирных домов» номинацире Октябрь урамĕнчи 26-мĕш çуртра пурăнакансем 2-мĕш вырăн йышăннине палăртма кăмăллă. Финанс пайĕн пуçлăхĕ Ирина Теллина кăçалхи 11 уйăхра округ бюджетне харпăр тупăшсемпе мĕнле пурнăçлани пирки каласа кăтартрĕ. Декабрĕн 4-мĕшĕ тĕлне пурлăх налукĕсене 15 195,7 пин тенкĕ пухнă (çакă планпа палăртнин 99,5 проценчĕпе танлашать). 2024 çулпа танлаштарсан ỹсĕм виçи — 124,2 процент. Округ администрацийĕн строительство, çул-йĕр хуçалăхĕн тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Евдокимова çулсене хĕллехи вăхăтра тивĕçлĕ тасатса, тытса тăма йĕркеленĕ контрактсем çинче чарăнса тăчĕ. Çак тĕллевпе пурĕ 27 817,8 пин тенкĕ уйăрнă, çав шутран 26 426,9 пин тенки — республика бюджетĕнчен, 1 390,9 пин тенки — вырăнти бюджетран. Ял хушшинчи çулсене тытса тăма 3 130,3 пин тенкĕ уйăрнă. Подрядчиксене чылайăшне палăртнă ĕнтĕ, анчах суйламаллисем те пур-ха. Культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Марина Демьянова пичет кăларăмĕсене çырăнтарас кампани епле пыни пирки каласа кăтартрĕ. Хальхи вăхăтра 2026 çулхи пĕрремĕш çур çула валли хаçат-журнал çырăнтарас тĕллевпе çăмăллăхлă декада пырать.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code