Среда, 12 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Окоп çуртисем салтак чунне ăшăтаççĕ

Окоп çуртисем салтак чунне ăшăтаççĕ

Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене тĕрлĕ енĕпе пулăшакансем Раççейре сахал мар. Вĕсем апат-çимĕç, ăшă тумтир, салтак пурнăçĕнче ялан кирлĕ хатĕрсем пуçтарса, маскировка сеткисем çыхса çапăçакан çара ăсатаççĕ.

Тĕмер ялĕнчи Александр Прохоров вара виçĕ çул ĕнтĕ салтаксем валли окоп çуртисем хатĕрлет. Пархатарлă ĕçе пуçăнма пĕр аппăшĕн ывăлĕ СВОра пуç хуни, теприн йывăр сусăрланни хистенĕ. «Ятарлă çар операцине пирĕн çĕнтерỹпе вĕçлемелле, çавăнпа çапăçакан çара, салаксене пур енлĕн пулăшмалла», — тесе шутлать вăл.

Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçланиччен окоп çуртисем мĕн тума кирли пирки пирĕнтен сахалăшĕ пĕлнĕ. Вăрçă нуши унпа усă курма хистенĕ. Интернет ун усси пирки нумай çырать, фронтран кĕске вăхăта отпуска килекен салтаксем те окоп çуртисемпе мĕнле усă курни çинчен сахал мар каласа параççĕ. Вăрçă хирĕнче, блиндажсенче кăвайт чĕртсе, кăмака хутса ăшăнма, апат хатĕрлеме, тумтирпе атă-пушмака типĕтме май çук, тăшман тĕтĕме асăрхасан çав вырăна мина-снаряд кăларса яма пултарать. Окоп çуртисем вара тĕтĕм кăлармасăр блиндажа е пĕр-пĕр пỹлĕме çутатаççĕ кăна мар, вĕсем пулăшнипе траншейăсемпе окопсенче шыв вĕретсе чей ĕçме, консервланă, ытти апат ăшăтма, хатĕрлеме, çĕр пỹрте ăшăтма май пур. Александр Прохоров патĕнче пулнă май вăл вĕсене мĕнле хатĕрленине кăтартса пачĕ. Ун шучĕпе пушă консерв банки, парафин, картон çеç кирлĕ. Анчах ун ĕçне пăхса тăтăм та урăхла шутларăм: çак хатĕрсем яланах ал айĕнче çителĕклĕ пулсан та ĕçлеме чун ăшши тата чăтăмлăх кирлĕ.

Александр Николаевич окоп çурти хатĕрлес ĕçе шăвăç консерв банкăсенчи апат юлашкисене, вĕсем çине çыпăçтарнă этикеткăсене, çилĕме çуса тасатассинчен пуçлать. Çак ĕçсене тумасан çурта лайăх мар шăршă кăна мар, тĕтĕм те кăларать. Ун хыççăн банкăсем ăшне малтанах тăваткал формипе касса хатĕрленĕ кăпăш картона хире-хирĕç вырнаçтарса тухать. Ку вăл çурта хăйăвĕ вырăнне пулать. Çурта хатĕрлессинчи тепĕр яваплă ĕç — парафина ирĕлтерсе шăвăç банкăсем çине тултарасси. Усă курнă чухне çурта тĕпренесрен е çуркаланасран парафина савăтсем çине тултарас умĕн унта карас ăвăсне хушать. Хăй каланă тăрăх, окоп çурти тума кирлĕ япаласем ытлă-çитлĕ пулсан вĕсене чылай нумайрах хатĕрлеме пулать. Кăпăш картон тупасси чăрмав мар, ялти лавккасене тавар кỹрсе килсен вăл çителĕклех пуçтарăнать. Шăвăç савăтсем вара çителĕксĕртерех. Пăрçаран тата кукурузăран пушаннă савăтсем питĕ юрăхлă иккен. «Вĕсенчен хатĕрленĕ çуртасем пĕр сỹнтермесĕр 6 сехет çутă тата хĕрỹ параççĕ», — тет салтаксемшĕн ырă ĕç тăвакан арçын. Кирлĕ савăт çитменрен консервланă пулă, çăратнă сĕт пулнă пушă савăтсемпе те усă курать, анчах вĕсенчен хатĕрленĕ çурта тĕппипех çунса пĕтмест иккен. Пăрçаран, кукурузăран пушаннă шăвăç савăтсене çынсем ялти клубра пуçтараççĕ е хăй патне пырса параççĕ. Çапах та парафин тултармалли савăтсене укçалла та туянма тивет. Окоп çуртисем тунă çĕрте парафин нумай кирлĕ. Ăна вара пĕтĕмпех укçалла туянмалла. Чиркỹ çуртисен тĕпĕсемпе те усă курать. Ялтан тухнă пачăшкăсем Петр Иванов, Василий Иванов, Сергей Козлов, Олег Андреев ку енĕпе пулăшсах тăраççĕ.

— Волонтерсен «Зов-Яльчики» ушкăнĕ, хамăр тата ытти ялсенче пурăнакансем панă укçапа парафина йỹнĕ хакпа Интернет пулăшнипе шыраса тĕрлĕ хуласенче туянма тăрăшатăп, — тет Александр Прохоров. — Нумаях пулмасть Мускав облаçĕнчи Лыткарино хулинче ыттисенчен йỹнĕрех сутнине вуласа пĕлтĕм. Укçине куçарса панă хыççăн тавара хамăр ял çыннисем çула май тỹлевсĕрех кỹрсе пачĕç. Окоп çуртисем хатĕрлессинче мана Николай Муллин пысăк пулăшу парать. Ку пулăшу тĕрлĕ енлĕ: парафин туянма укçа-тенкĕ тупса пани те, пулăшма хатĕр çынсемпе çыхăну йĕркелени те, кирлĕ хатĕрсене кỹрсе пани те…

Александр окоп çуртисене çĕнĕ çурт лартнă хыççăн пушаннă йывăç çуртра хатĕрлет. Кунтах газ плити çинче пысăк кастрюльте парафин ирĕлтерет, шăвăç савăтсем çине тултарать. Хăйĕнчен тухакан тăкаксене, сăмахран, мĕн чухлĕ газ çуннине, ыттисене нихăçан та шутламан: вăл та, мăшăрĕ Светлана Васильевна та. Пенсири арçыннăн килти хуçалăхра ĕç пайтах. 7-8 çул каялла хăпартса лартнă çуртри шалти пĕтĕм ĕçе тенĕ пекех хăй аллипе тытса тунă вăл, анчах пĕтмен-ха. Вĕсене каяраха хăварнă. Паянхи тĕп ĕç — салтаксене пулăшасси. Эпĕ унран çак таранччен мĕн чухлĕ окоп çурти хатĕрленипе те интереслентĕм. Хăй каланă тăрăх, шутласа пама пултарать, анчах кирлех-ши, мухтанни пулать, тет. Çакна çеç пĕлтерчĕ, ятарлă çар операцийĕ иртекен тăрăха Елчĕкрен гуманитари пулăшăвĕпе каякан кашни çул çỹревре вăл хатĕрленĕ окоп çуртисем те пур. Вĕсене Херсон тăрăхĕнчен пуçласа Курскпа Белгород облаçĕсем таранах Раççей салтаксем питĕ кĕтеççĕ.

Окоп çуртисем хатĕрленипе кăна çырлахмасть пирĕн ентеш. Ятарлă материалсемпе усă курса браслет-шнурсем çыхса СВОна ярса панă. Çак хатĕре салтаксем алă çине çыхса çỹреççĕ. Çапăçура ал-ураран аманас пулсан ăна самантрах салтса юн юхакан сурана çыхма пулать. Унпа вĕрен вырăнне усă курса аманнă салтаксене хăрушă вырăнтан сĕтĕрсе тухма та меллĕ. Ку хатĕрпе вăрçă хирĕнче усă курма лайăххине пĕлтернĕ салтаксем.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code