Чăваш Енре пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕсен аталанăвне «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм предприниматель пуçарăвне пулăшасси» наци проекчĕ пысăк пулăшу парать. Паянхи куна илес пулсан, регионта 122,3 пин пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕ шутланать.

