Воскресенье, 15 февраля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Прокуратура ĕçченĕсем

Прокуратура ĕçченĕсем

професси уявне тулли кăмăлпа, тивĕçлĕ ĕçпе кĕтсе илчĕç. Тĕп вырăнта — гаждансен, обществăн тата патшалăхăн ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хỹтĕлесси. 2025 çулта прокуратура работникĕсем саккуна пăснă 953 ытла тĕслĕхе тупса палăртнă, судсенче 35 уголовлă, 61 гражданла ĕçсене пăхса тухма хутшăннă. Прокуратурăна пулăшу ыйтса пыракан 180 гражданина йышăннă, халăхран килнĕ 295 ыйтăва пăхса тухса тивĕçлĕ йышăну тунă.

Прокуратура ĕçченĕсем граждансен тата патшалăх интересĕсене хỹтĕлес енĕпе пысăк яваплă пулнине яланах çирĕп туйса тăраççĕ. Коллектив хастар, вăл пурĕ 5 çынран (сăн ỹкерчĕкре) — оперативлă 3 ĕçченрен тата специалистпа водительтен — тăрать: юстици советникĕ Александр Кудряшов прокурор, прокурор çумĕ Михаил Игнатьев (2 класлă юрист), прокурор пулăшуçи — Денис Остряков (3 класлă юрист), Татьяна Тимофеева специалист (1 класлă юрист) тата Юрий Петров водитель.

— Прокуратура сотрудникĕсене, çак тытăмра ырми-канми тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă мĕн пур ветерана уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçусемпе çитĕнỹсем сунатăп, — тет кашнин ĕçне ырăпа палăртнă май Александр Кудряшов.

Е. ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code