Воскресенье, 15 февраля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шкула — Çĕнĕ çул парни

Шкула — Çĕнĕ çул парни

2025 çулăн юлашки кунĕ Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулшăн паллă пулăмпа çырăнса юлĕ.

Пĕлỹ çуртне Чăваш Ен депутачĕсемпе министрĕсен пĕр ушкăнĕ килсе çитнĕ. Делегаци ертỹçи, ЧР Правительство Председателĕ Сергей Артамонов çамрăк спортсменсемпе ял çыннисене Çĕнĕ çулпа саламланă май, шкула кĕрешỹ кавирĕ парнеленĕ. Юрий Попов депутат территори пайĕн администрацине спорт инвентарĕ туянма 100 пин тенкĕлĕх сертификат панă.

Округ пуçлăхĕ Леонард Левый тата округ Акатуйĕн 14 хут паттăрĕ, регбол енĕпе Раççей спорт мастерĕ Владимир Петрушкин хăнасен пархатарлă утăмне палăртса тав сăмахĕ каланă.

Атлетсем çĕнĕ кавир çинче спорт кĕрешĕвĕн мелĕсене кăтартнă. Анчах тахçанхи çивĕч ыйту канăç памасть: вĕсемпе тренировкăсене кам ирттерĕ-ши?

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code