Январĕн 21-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унта, Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хỹтĕлекен уполномоченнăй Александр Рыбаков, «Етĕрнесĕт» ОООн директорсен канашĕн председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов тата округ пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăннипе, çак ыйтусене тишкернĕ:
Чăваш Ен территорийĕнче хĕллехи тапхăрта коммуналлă хытă каяшпа çыхăннă ыйтусене мĕнле татса пани.
Республика территорийĕнче çỹп-çап турттарса тухас ыйтупа 12 оператор ĕçлет. Пĕтĕмпе 10 йышăну объекчĕ, 4 сооруженинче пуçтарăнакан хатĕр-хĕтĕре сортировка тăвассине йĕркеленĕ. Контейнер площадкисенчен хытă каяша вăхăтлă илсе тухман пирки иртнĕ çул граждансенчен 66 ыйту пулнă.
Пирĕн округпа лару-тăру еплерех? Турттару ĕçне «Стройэнергосервис» сахал яваплă общество пурнăçлать. Хальлĕхе чарăну пулман, анчах чăрмавĕсем пирки каласа хăвармаллах: контейнер площадкисен умĕсене юртан вăхăтлă тасатманни, çỹп-çап тĕркисене пушă контейнер çумне пăрахса хăварни е пысăк калăпăшлă япаласемпе тултарни. Тасалăхшăн тăрăшакансен ĕçне хисеплесчĕ.
Çамрăксем хушшинче терроризм идеологине хирĕç ĕçлессин тухăçлăхне ỹстересси.
Терроризм, экстремизм çулне, наципе тĕн курайманлăхне пỹлес тĕллевпе регионта пĕлтерĕшлĕ ĕç сахал мар пурнăçланать пулин те, сисчĕвленмелли вара пурах. Мошенниксем çынсен укçа-тенкĕ енчĕкĕсене пушатас тĕлĕшпе чăннипех анлă юхăм пуçарнă. Ачасемпе çамрăксене наркотик курьерĕ пулма, террорла ĕç тума, çапла майпа пысăк укçа ĕçлесе илме сĕнеççĕ.
Интернет уçлăхĕнче тĕрлĕ енлĕ информаци. Çавăнпа пурне те ĕненме, шанма та кирлĕ мар. Социаллă сетьсенче хамăр çинчен калакан мĕн пур информацие — сăн ỹкерчĕксене, хушаматпа ята, телефон, пурăнакан çурт тата хваттер номерĕсене — пĕлтерме юрамасть. Интернетра вырнаçтарнă кăтартусем çăмăллăнах ултавçăсен аллине лекме пултараççĕ. Вĕсем вара унпа киревсĕр йĕркепе усă кураççĕ. Социаллă сетьре регистрациленнĕ чухне кăткăс парольпе усă курмалла. Астăвăр: аккаунт паролĕ почта е патшалăх пулăшăвĕсен порталĕн паролĕпе пĕр килмелле мар.
Çамрăксем онлайн вăйăсенче нумай вăхăт ирттерни те куçкĕрет. Ултавçăсем суя сайтсем йĕркелеççĕ. Çывăх çыхăну йĕркелесе саккуна хирĕçле ĕçсене явăçтарасси те çакăнтан пуçланать. Леш енчи лăпкă е хытă сасăпа хăратса хăй енне çавăракан çын — психологи тĕлĕшĕнчен питĕ лайăх çирĕпленнĕ преступник. Унăн тĕллевĕсем те уçăмлă: укçа-тенкĕ сăптăрмалла, çамрăксене киревсĕр ĕçсем тума явăçтармалла. Республикăра нумаях пулмасть çул çитмен ачапа пулса иртнĕ террорла ĕç те çакăн çинчен калать.
Ачасемпе çамрăксен хỹтлĕхĕ — ашшĕ-амăшĕнче. Тĕпренчĕкĕсен Интернет е телефон «ăшĕнчи пурнăçĕпе» интересленсех тăмалла. Тăтăшах хутшăнура пулни вĕсен шухăш-кăмăлне лайăхрах пĕлме те, позитивлă çулпа аталантарма та май парĕ.
Граждансен коммуналлă пулăшусен тỹлевĕн улшăнăвĕ çинчен.
2026 çулта çĕршывĕпех тарифсен индексацийĕн икĕ тапхăрне йĕркелеме палăртаççĕ. Елчĕк муниципалитет округĕпе вăл январĕн 1-мĕшĕнчен 1,7 процентпа танлашĕ.
Коммуналлă хытă каяш турттарса тухнăшăн сентябрĕн 30-мĕшĕччен тỹлев виçи хальхи пекех юлĕ: нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен — 62,73 тенкĕ, уйрăм çурт хуçисен — 60,09 тенкĕ. 2026 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен вара тỹлев виçи хăпарĕ: 139,55 тата 149,85. Электроэнергин 1 кВт сехечĕ 3,92 (халĕ — 3,52) тенкĕпе, çут çанталăк газĕн 1 кубла метрĕ 9,11 (8,30) тенкĕпе, ĕçмелли шывăн 1 кубла метрĕ 42,27 (38,27) тенкĕпе танлашĕ.
Уйрăм категорири çынсем — вăрçă инваличĕсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем тата вĕсен çемье членĕсем, «Жителям блокадного Ленинграда» паллăна тивĕçнисем тата вĕсен çемье членĕсем, инвалид ача пуррисем, радиаципе хĕн курнисем тата вĕсен çемье членĕсем, вилнĕ çар çыннисен çемйисем патшалăх енчен социаллă çăмăллăхпа усă кураççĕ. Пĕлтĕр республикăри 276 пин (23,9 процент) çынна 565,40-шер тенкĕ уйăрнă. Ку тĕлĕшпе кăсăклантаракан ыйту пулсан тивĕçлĕ хуравне социаллă хỹтлĕх органĕсенче тупма пулать.
Хĕллехи çулсене тытса тăрас тĕлĕшпе контрактсене мĕнле пурнăçлани.
Хăш-пĕр ыйту куллен канăç памасть пулсан, çул-йĕре тасатасси уйрăмах хĕлле хĕрỹ. Юр çусах тăнă май вăл тата та çивĕчленет. Чăваш Ен территорийĕнче тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ çулсен тăршшĕ 12,8 пин километра тăсăлать, çав шутран чи вăрăмми — вырăнти çулсем (10898 км). Елчĕк муниципалитетне кĕрекен тĕп автоçулсене «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă общество пăхса тăрать. Çирĕплетнĕ объектсене кунсерен 13 ятарлă техника тухать. Пăрлак çул-йĕре сапса тăма 3500 тонна хăйăр-тăвар хутăшĕ хатĕрленĕ. Хĕллене çирĕплетнĕ лимит — 30322 тенкĕ, ку вăл пĕлтĕрхинчен 7072 тенкĕ ытларах.
Округри ялсен урамĕсене тасатса тăрассипе территори пайĕсен администрацийĕсем уйрăм çынсемпе е ял хуçалăх организацийĕсемпе контракт йĕркеленĕ. Пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ — 138,2 километр. Урамсене вăхăтлă тасатса тăни пушартан хỹтĕленессинче те пулăшĕ.
Хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси.
Çыннăн пурнăçĕнчи чи çивĕч ыйту — пушар. Вăл пире яланах асăрхануллă, тимлĕ пулма хистеме кирлĕ. Анчах апла мар çав. Статистика та çирĕплетет: çынсен çăмăлттайлăхне пула «хĕрлĕ автан» алхасăвĕ час-часах хăйĕн çинчен пĕлтерет. Кăçалхи январĕн 19-мĕшĕ тĕлне регионта 61 (иртнĕ çул çак вăхăтра — 45) пушар тухнă. Вĕсенче 5 (3) çын пурнăçĕ татăлнă, 10 (3) çын сусăрланнă, 8 (8) çынна çăлнă. Шел, пирĕн округра çак тапхăрта икĕ пушар пулнă пулсан, вĕсенче пĕр çын вилнĕ.
Пушарăн 75 проценчĕ пурăнакан секторпа çыхăннă. Сăлтавĕсем: кăмакапа тĕтĕм çулĕн (21 тĕслĕх), электрооборудовани (19), транспорт хатĕрĕсен юсавсăрлăхĕ (4), вут-çулăмпа асăрханусăр пулни (10)… Çынсем вилнин тĕслĕхĕнче 3-шĕ пирус туртнă чухнехи тимсĕрлĕхпе çыхăннă.
Асăннă тапхăрта республикăри 10 округра пушар шучĕ ỹснĕ. Чи нумаййи Канаш муниципалитетĕнче — 7. Хăрушă синкертен упранас тĕллевпе электропроводкăсене спецалиста тĕрĕслеттерни вырăнлă, улăштарассинче те ăна шанмалла. Çутă вăйĕпе ĕçлекен приборсене, йăла аппаратурисене «хуçасăр» хăвармалла мар. Харăсах темиçе электроприбора ĕçлеттерни те хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.
Хваттер-çуртсене ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен, унсăр пуçне хутмалли юхăм пынă чухне 3 уйăхра пĕр хутчен тĕтĕм çулĕсемпе кăмакасене хăрăмран тасатас пулать. Кăмака хутнă чухне бензин е краççын таврашĕпе усă курма юрамасть. Вĕсене пỹртре пачах тытмалла мар.
Пушар хăрушсăрлăхне ỹстерес тесен профилактика витĕмĕ кирлĕ. Кăмакапа усă куракан тата ăнăçсăр çемьесене уйрăмах контрольте тытмалла…
Леонард Левыйпа Александр Рыбаков тата Николай Малов çавăн пекех Елчĕкри «Крахмалпром» предприятире пулнă (сăн ỹкерчĕкре). Округ администрацийĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.
(Хамăр корр.).

