Иртнĕ шăматкун тĕп хулара Раççей тата Чăваш пичечĕн кунне паллă турĕç. Уява хутшăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ăшшăн саламларĕ. Олег Алексеевич чăваш журналистикин аталанăвне тỹпе хывнăшăн МИХсен представителĕсене пысăк тав сăмахĕ каларĕ.
Республикăн медиауçлăхĕнче паян 136 массăллă информаци хатĕрĕ ĕçлет, çав шутра 6 телеканал, 18 радиоканалпа программа, 61 хаçат, 19 журнал, çавăн пекех 31 социаллă тетел тата 1 электронлă периодика кăларăмĕ.
— Юлашки çулсенче информаци хатĕрĕсен информацие сарас хăвăртлăхĕ, унăн калăпăшĕ палăрмаллах ỹсрĕ. Сирĕн ĕçĕрĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшне палăртса хăварас килет: вăл республикăра пурăнакансене регионти тата çĕршыври пурнăç çинчен оперативлă пĕлтерессинче кăна мар, вĕсен шанăçне йĕркелессинче те витĕмлĕ вырăн йышăнать. Тĕрĕсленнĕ фактсемпе çырнă статьясем халăха информаци юхăмĕнче ориентациленме, лăпкăлăха упрама, кирек мĕнле ыйтупа та хăйĕн позицине йĕркелеме пулăшаççĕ. Республика Правительствипе массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем малашне те шанчăклă лару-тăрура ĕçлессе шанса тăратăп: тĕрлĕ проектсене пурнăçа кĕртме, çĕнĕ йышши технологисене алла илсе вĕсене тухăçлă ĕçе кĕртме Правительство енчен пулăшас енĕпе малашне те пĕрле килĕшỹре ĕçлесе пырăпăр, — терĕ Олег Николаев.
Пĕрлĕхлĕ тата пуян информаци анлăшне йĕркелеме регионти массăллă информаци хатĕрĕсем çулсерен грант пулăшăвĕ илеççĕ. 2025 çулхи социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен республика шайĕнчи конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 36 кăларăма 20 млн тенкĕлĕх субсидипе тивĕçтернĕ. Çавна май 62 проекта пурнăçа кĕртме, çав шутра телевиденипе радио программисен 9 ярăмне, социаллă рекламăн 5 проектне тата пичет хатĕрĕсен 48 проектне пурнăçлама май пулнă.
Салам сăмахĕсем çумне Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă комуникацисен министрĕ Михаил Степанов, Федераци Канашĕн, власть органĕсен тата общество организацийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.
Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене пичет тытăмĕнче нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавĕпе чысларĕç. Вĕсен хушшинче пирĕн ентеш — «Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Алина Паймулкина (хĕр чухнехи хушамачĕ Сусметова) та пуррине палăртма кăмăллă. Журналистемпе пичет ĕçченĕсем тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсен наградисене те тивĕçрĕç. «Елчĕк ен» хаçатăн редакторĕ Николай Малышкин Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă комуникацисен министерствин Хисеп хутне тивĕçрĕ. Саламлатпăр!
Елена ПЕТРОВА,
«Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ.

