Иртнĕ эрнере Елчĕкри автостанципе юнашар «Комильфо» лавкка уçăлнă.
Ялăн инфраструктурине аталантарассинче тата çынсен пурнăçне лайăхлатассинче хăйĕн тỹпине хывма тивĕçлĕ суту-илỹ точкине уçма округ пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăннă. Вăл лавкка хуçисене — Максимовсене — ĕçе тухăçлă йĕркелеме, ăнăçлă аталанма тата кăмăллă тавар туянакансен юхăмне анлă çул пама ырă суннă.
Лавккан ассортименчĕ пуян. Килен-каян кунта тĕлĕнмелле чечек пуххисемпе чỹлмекри ỹсен-тăрансенчен пуçласа ачасемпе çитĕннисен кĕпе-тумтирĕ таранах туянма пултарать. Интерьер валли те тĕрлĕ хатĕр ал айĕнчех.
Çĕнĕ магазина уçма пуçтарăннисене Тỹскелĕнчи хĕрарăмсен «Шуçăм» ушкăнĕ хаваслă юрă-кĕвĕ парнеленĕ.

