Воскресенье, 15 февраля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Медицина аталанăвĕ Правительство тимлĕхĕнче

Медицина аталанăвĕ Правительство тимлĕхĕнче

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Владимир Степанов çак эрнере кăнтăр округсенчи медицина аталанăвне сỹтсе явас тĕллевпе ĕçлĕ визитпа Елчĕк тата Шăмăршă округĕсенче пулнă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Владимир СТЕПАНОВ: «Халăх сывлăхĕпе ырлăхĕ Республика Правительствин ĕçĕ-хĕлĕнчи тĕп приоритетсенчен пĕри. Кашни çынна квалификациллĕ медицина пулăшăвĕпе вăхăтлă, çурт умĕнчех тивĕçтерес тĕллевпе малашне те пĕтĕм вăя хурса ĕçлĕпĕр».

Чăваш Ен Правительствин вице-премьерĕ Елчĕк тăрăхĕнче пулнă май округ администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче муниципалитет ертỹçипе Леонард Левыйпа, депутатсемпе тата общество представителĕсемпе тĕл пулчĕ. Медицина учрежденийĕсене реорганизацилессипе çыхăннă ыйтусене уçăмлатасси тĕл пулăвăн тĕп темисенчен пĕри пулчĕ.

Иртнĕ çулталăкăн вĕçĕнче тата Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш уйăхĕнче Елчĕк халăхĕ «Елчĕк больницине хупаççĕ» текен ыйту тавра чылай калаçать. Тĕп сиплев учрежденийĕсĕр тăрса юлма пултаратпăр текен шухăш кĕçĕннинчен пуçласа ватти таран пăшăрхантарать. Мĕншĕн тесен халăхăн пысăк пайĕ тухтăрсен пулăшăвĕсĕр пурăнма пултараймасть. «Çуралсан та, чирлесен те, вилсен те пире больница кирлĕ», — хăйĕн шухăшне палăртать ял çынни.

Тĕл пулура çак лару-тăрăва уçăмлатнă май Владимир Степанов халăх пăшăрханăвне сирсе çирĕппĕн çапла каларĕ: «Сăмах больницăсене хупасси пирки мар, медицина пулăшăвĕн пахалăхне ỹстересси тата тивĕçлĕ пулăшу парасси пирки пырать». Вице-премьер каланă тăрăх, больницăсем пурте юлаççĕ, халăх халĕччен хăй сипленнĕ медицина учрежденийĕсенче тата çав специалист патĕнчех сипленет. Реорганизаци кадрсемпе тивĕçтерме, укçа-тенкĕ ресурсĕсемпе тухăçлăрах усă курма, ансăр специалистсемпе, хальхи диагностика процедурисемпе усă курассине анлăлатма тата округсенчи халăхăн ыйтăвĕсемпе чирлисем патне çула тухакан врачсен мобильлĕ бригадисен ĕçне васкатма тата вăйлатма кирлĕ. Тĕллевĕ малтанхи калани евĕрех — халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси.

Владимир Геннадьевич палăртнă тăрăх, реорганизаци медицина организацийĕсен пурлăхпа техника никĕсне малалла çирĕплетесси çине уйрăм пусăм тăвĕ.

Тĕл пулура халăх хăйне пăшăрхантаракан чылай ыйтăва çĕкленĕ май В.Степанов вĕсем çине тулли хуравсем пачĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code