Понедельник, 9 марта, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕлĕнтермĕш арçын

Тĕлĕнтермĕш арçын

Округри хаçат страницисенче нумай çемье е уйрăм çын çинчен мухтаса çырма пулать. Килсерен ĕмĕрне колхозра тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе ирттернисем сахал-им? Е ытти сферăра чапа тухнисем?

Кавал ялĕнчи Машаковсем пирки те вулакана пĕлтермелли пурах.

Ашшĕпе амăшĕ

Кил хуçи, Михаил Васильевич, 1940 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çар службинчен таврăнсан вăл Патăрьелĕнчи ветеринари училищинчен ăнăçлă вĕренсе тухать, Аслă Пăла Тимешĕнчи участокри ветлечебницăра чылай çул выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешнĕ. Унтан, ĕçе çỹрес çула çывăхлатас шутпа, кỹршĕллĕ Тутарстанри Исеккел ялĕнче вырнаçнă ĕне тата сысна фермисенче 13 çул ветеринар, ферма заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Унтан тăван ялтах ĕç тупăнать, ĕне ферминче выльăх-чĕрлĕх сиплевçине хапăл пулаççĕ. Унччентерех ялсенче уйрăм çынсем те выльăх сахал мар тытнă, çавна май Михаил Васильевича та ĕçĕ тупăнсах тăнă. 2023 çулта вăл, питĕ шел, вăхăтсăр пурнăçран уйрăлчĕ.

Мăшăрĕ, Валентина Ананьевна, 82-ре халĕ. Сывлăхĕ чаплах маррине те пытармасть — вырткаласах тăрать. Кавал хĕрĕ пулнăскер, иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче ялти çамрăксем Кемерово, Курган тăрăхĕсене ĕçлеме çỹренине палăртать.

— Эпĕ, 17 çулхи хĕр, Барнаулта чугун çул тунă çĕрте ĕçленĕ, — ĕлĕкхи манăçăнмасть пулĕ çав. — Шпалсене йăта-йăта вырнаçтарнă, вĕсем çине рельссем хурса чулсемпе хытарса çирĕплетнĕ. Халĕ тĕлĕнетĕп, мĕнле чăтнă-ши тетĕп.

Ĕçлесе укçа пухнă хыççăн малаллахи кун-çулне Валя тăван ялпах çыхăнтарать. Фермăра пĕр вăхăт пăрусем пăхать, унтан, 26 çул пĕр улшăнмасăр, дояркăра вăй хурать.

— Малтан 12, каярахпа 15 ĕне пулнă манăн, — ку тапхăра та аса илеймесĕр чăтаймарĕ ĕç ветеранĕ. — Алă вĕççĕн сунă. Ĕнесен çиллине çума ăшă шыва кормоцехран флягăпа хамăрах йăтнă. Хăш-пĕр чухне хул пуççи çине те хунă.

Ачисем

Улттăн вĕсем Машаковсен. Асли — Надежда — Шупашкар округĕнчи Тутаркасси ялĕнче тĕпленнĕ. Чылайранпа «Букет Чувашии» фирмăн лабораторийĕнче тăрăшать.

Тамара Ульяновск облаçĕнчи Димитровградри аслă шкулта пĕлỹ илнĕ. Направленипе Ленинградра та, Красноярскра та ĕçлеме тивнĕ. Хальхи вăхăтра — Мускаври метрополитенăн право йĕркипе тивĕçтерекен координаци центрĕн специалисчĕ.

Людмила 8 класс хыççăн Мускав облаçĕнчи Дедовскри промышленность пир-авăрĕн фирми çумĕнчи училищĕне пĕтерсен унтах тимлет. Предприяти хупăнсан «Раççей почти» акционерсен обществинче ĕçлесе пенсие тухнă.

Ольга Тутарстанри Теччĕри педтехникума, Елабугăри пединститутăн физикăпа математика факультетне пĕтернĕ, Элекçей Тимешĕнчи, Энтепери, Кушкăри шкулсенче вĕрентнĕ. 2016 çулта ăна Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн тĕп специалистне çирĕплетнĕ, 2023 çулта — территори пайĕн пуçлăхне. 2021 çулта Ольга Михайловна республикăра иртнĕ «Хула (ял) тăрăхĕн чи лайăх муниципалитет служащийĕ» конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă. 2023 çулта унăн сăнне районти Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçни те — унăн тăрăшуллă ĕçĕн хаклавĕ.

Чи кĕçĕнни — Геннадий — 3-мĕш çул ятарлă çар операцине хутшăнать. Унта вăл хăй пурăнакан Мускав облаçĕнчен доброволец пулса кайнă. Хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ «Çапăçура палăрнăшăн», II степень «Çарти паттăрлăхшăн» медальсене, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне (2024) тивĕçнинчен те курăнать. Эпир ăна Çĕнтерỹпе, ырă-сывă таврăнма сунатпăр.

Маларах, сроклă службăра тăриччен, Геннадий Ульяновск облаçĕнчи Димитровградра строительство техникумĕнче пĕлỹ илнĕ. Çĕнĕ Шупашкарти ведомство тулашĕнчи хуралта службăра тăнă. Ун хыççăн — Мускаври метрополитенра машинист помощникĕ.

Владимир

Машаковсен икĕ ывăлĕнчен асли вăл. Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕн вĕçĕнче 50 çул тултарчĕ. Амăшĕпе пĕрле пурăнать, авланман. Вăл, Пăва хулинчи медицина училищинчен вĕренсе тухсан, Дедовск хулинчи поликлиникăра, çав вăхăтрах васкавлă пулăшу станцийĕнче 12 çул тăрăшать. Унта ĕçленĕ тапхăрта каччă урисем ыратнипе аптăрама пуçлать. Тĕрĕслев витĕр тухсан малтан пĕр урине, темиçе çултан теприне операци тăваççĕ: пĕçĕ сыпăкĕсене тимĕр «патак» вырнаçтараççĕ, тепĕр майлă каласан, эндопротезпа çỹрет. Çапла вара Володя 2002 çулта III ушкăнри инвалид пулса тăрать.

Апла пулин те ăна пачах хавшак тесе калаймăн. Эрех ĕçмен, пирус туртман йĕкĕтĕн кăсăкланăвĕ те сахал мар. Анлă тавра курăмлăскер техникăпа туслă. Округра пуринчен малтан квадрацикл унăн пулнă. Сигвей, снегоболотоход хыççăн виçĕ урапаллă электровелосипед туяннă та, халĕ çỹрес çула унпа кĕскетет.

Володя, сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе, 3-мĕш çул шыв-юр процедурине йĕркелет.

— Кашни кун пусăран икĕ витре шыв илсе хам тăрăх яратăп, — «рецептпа» паллаштарать «морж». — Малтан сăмса тутри кунсерен иккĕ те йĕпенетчĕ. Халĕ эпĕ кăххăм! та тумастăп, ỹслĕк мĕнне та манса кайнă.

Владимир Михайлович хамăр округри — 15, Патăрьелти, Улатăрти, Каçалти, Канашри, Çĕрпỹри, Шупашкарти тата Тутарстанпа Мускав облаçĕнчи çăлсенче шыва кĕнĕ. Пурĕ 35 шутласа кăларчĕ. Чи юратнă вырăнĕ унăн — Çĕрпỹри сăваплă çăл куç. Ăна лайăх пăхса тăраççĕ иккен. Унта 27 градус сивĕре шыва кĕнине те аса илчĕ вăл. Юрпа çăвăнасси те кун йĕркинче Володьăн.

Кавал ачин тепĕр хăюллă утăмĕ те вулакана тĕлĕнтерме кирлĕ. Шупашкарта вăл, ăнсăртран тенĕ пек, пĕр десантникпа паллашать, парашютпа сикес кăмăлĕ пысăк пулнине пĕлтерет. Пĕрремĕш хутĕнче 2700 метр, малалла темиçе хутчен Йошкар-Олара 2500 метр çỹллĕшĕнчен сикнĕ. Пĕлтĕр Володя Коломнăри парашютистсен специализациленĕ «Аэроград» центрне çитнĕ. Унта ют патшалăх çыннисем те хăйсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртме килеççĕ. Ентеш МИ-8 вертолетран 4000 метр çỹллĕшĕнчен сикнине тулли кăмăлпа каласа пачĕ. Паллах, кашнинчех инструкторпа пĕрле. Мĕншĕнне ăнланатăр ĕнтĕ.

— Тỹпере ирĕклĕхре пулни сăмахпа ăнлантарма çук туйăм, — кăмăллăн пĕлтерет Володя. — Тулли хавхалану илетĕн, хăвна çунат хушнăн туятăн.

Тулли пурнăçпа пурăнакан арçын сăвăсем те çырать. 1987 çултанпа 150 ытла хайлавне ятарлă альбома кĕртнĕ вăл. Сăввисем тарăн шухăшлă, сăнарлă. Анчах вырăсла кăна çырать. СВО паттăрĕсене халалланисем те пур, вĕсене час-часах унта ярса парать, çапла майпа хавхалану кỹрет.

Пĕр сăввипе вулакана паллаштарасах килет. Ăна вăл: «Алевтина Афанасьевна Ивановăна тата Раççейĕн пин-пин харсăр хĕрарăмне халалланă», — тесе пĕлтерчĕ.

«Тяжкий труд на плечи кто взвалил?
Добровольно. Не по принуждению.
Сколько у российских женщин сил?
Удивляюсь милосердию, терпению.

Сколько их таких, неравнодушных,
Осветила вспышками война?
По соседству, в коллективах дружных
Мамы встали плотно, как стена.

Маскировочные сети вяжут неустанно.
Свечи для окопов. Балаклавы шьют.
Для стратегов в НАТО это странно,
Мы крепчаем, если наших бьют.

Да, конечно, сестры есть и жены,
Братьев и отцов я тоже не забыл.
Думаю, понять не сложно:
Мамы СВОшников — надежный тыл».

Владимир ИЛЬИН.
Кавал ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code