Понедельник, 9 марта, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕсметре спорт пулăшать

Хĕсметре спорт пулăшать

Физкультурăпа тата спортпа туслашни сывлăха тивĕçлĕ шайра тытса тăма кăна мар, вăйлăрах, чăтăмлăрах пулма пулăшни те кашниншĕн паллă. Тĕллевсене пурнăçлассинче те, йывăрлăхсене парăнтарассинче те кирлĕ çăл куç.

2025 çулхи апрель уйăхĕнче «Елчĕк ен» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен 46-мĕш кросĕ иртрĕ. 40 çула çитичченхи çамрăксем унта 2000 метра чупассипе ăмăртрĕç. Çак дистанцин икĕ çаврăмĕнче те ушкăна ертсе пынă яштака арçын 40 метр юлсан пепкине алла илсе финиша мăнаçлăн тухрĕ. Шкул ачисем ăна пĕлсех каймаççĕ, пирĕншĕн вара унăн спортри çитĕнĕвĕсем уçăмлă.

Патреккел ялĕнчи 28 çулхи Геннадий Петров спортра айккинче юлма пултарайманах — ырă тĕслĕх юнашарах: ашшĕпе тетĕшĕ. Юрий Владимирович хăй вăхăтĕнче Шупашкарти «Энергия» (хоккей), Кỹкеçри «Буревестник» (футбол) командисенче вылянă, тĕрлĕ хулари турнирсене тухса çỹренĕ. Район чысне те нумай хутчен хỹтĕленĕ, ытларах команда капитанĕ пулса. Сергей ывăлĕ те ун çулĕпех кайнă, унсăр пуçне пултаруллă кроссмен та: округ хаçачĕн кросĕнче 2 çул хăйĕн ỹсĕмĕнче çĕнтернĕ.

Геннадий те, аслисем пекех, асăннă спорт вăййисенче пиçĕхсе ỹснĕ. Халĕ, хĕсметрен отпуска килсен те, ăна тĕрлĕ ăмăртура курма пулать…

Вăтам шкул хыççăн Геннадий Петров И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче «Физкультура» специальноçĕн дипломне алла илет. 2019 çулта тỹрех Раççей Оборона министерствипе контракт çырса çар ретне тăрать. Вăл вăхăтчен пулас салтак Аслă Елчĕкри Илья Чернов контрактникпа çыхăнура тăнă. Аслă юлташĕ, Мурманскра çĕршыв хỹтĕлевçин тивĕçне чылай çул пурнăçлаканскер, Елчĕк ачисене нумайăшне хăй патне йыхравланă. Генăна та. Çапла вара мотострелоксен 80-мĕш уйрăм бригадин батальонĕн снайпер-разведчикĕ пулса тăрать. Дислокаци вырăнĕ: Мурманск облаçĕ, Кандалакша районĕ, Алакуртти ялĕ.

Пултаруллă çамрăк, служба тивĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех, малтанах Çурçĕр çар округĕнче хоккей чемпионатĕнче вылять, халĕ «Регби-7» спорт тĕсĕпе ытларах кăсăкланать (вулакана пĕлме: командăсенчи 7 атлет 7-шер минутлăх икĕ таймра вăй виçеççĕ). Пысăк регби енĕпе Раççей, тĕнче шайĕнче чемпионатсем иртеççĕ пулсан, ку тĕслĕхре хальлĕхе çар коллективĕсен командисем çеç тупăшаççĕ-ха. Пирĕн ентеш, Çурçĕр флочĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче, Хусанта ирттернĕ çар округĕсен чемпионатĕнче çĕнтернĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ тата чи лайăх вăйăçă пулса тăнă. Халĕ Ленинград çар округĕшĕн ăмăртать, нумаях пулмасть Сочири вăйăсене хутшăннă.

— Пирĕн шалу спорт кăтартăвĕсенчен килет, — кун пеккине пуçласа илтни пире те кăсăклантарчĕ. — Кашни çулах март тата ноябрь уйăхĕсенче эпир чупассипе (100, 400 е 3000 метр), турник çинче туртăнассипе, урайĕнчен тĕртĕнессипе, скакалкăпа сикессипе зачет паратпăр. Çакăнтан тăватă тĕсне хăв суйласа илетĕн те. Паллах, нормативсем пĕчĕк мар.

Сăмах май асăнса хăварар: «Петруха» хушма ятлă хỹтĕлевçĕ çавăн пекех çарпа приклад спорчĕ енĕпе те спорт мастерĕн кандидачĕ.

Геннадий Петров 2020, 2021 çулсенче Аслă Çĕнтерĕве халалланă çар парачĕсене хутшăннă. Иккĕмĕш хутĕнче — ялавçăсен ушкăнĕнче. Хатĕрленỹ тапхăрĕсенче йывăр пулнине, тĕп мероприятисенче вара çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа пуянланнине пĕлтерет вăл. Камуфляж çинче унăн «Хăюлăхшăн», «Çапăçура палăрнăшăн», «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медальсемпе юнашар «Парада хутшăннăшăн» та пур. Иккĕ те…

2022 çулхи май уйăхĕнче мурманчансен пысăк мар йышне СВО пыракан территорине куçарнă. Разведка ротинче — пирĕн ентеш те.

Малалла хăйне сăмах парар-ха.

— Харьков, каярахпа Херсон направленийĕнче пулнă эпир. Пĕр яла çитсенех унти пушă çуртсене вырнаçрăмăр, — тет вăл, — тепĕр чухне пĕр-пĕр блиндажра «ăшă» кĕтес шырама тивнĕ е окопрах çĕр каçнă. Хăçан мĕнле вĕт, час-часах куçса çỹреме тивет те. Вырăнти халăхпа конфликта кĕме тăрăшман эпир. Вĕсем санпа яланах йăл кулса калаçаççĕ, чунĕнче мĕн — пĕлместĕн. Апат-çимĕç сĕнсен — илеттĕмĕр, анчах нихăçан та астивмен. Ку енĕпе пирĕн лару-тăру йывăртарах пулсан та. Командир: «Тимлĕ пулăр!», — тесе асăрхаттарсах тăратчĕ.

Разведкăна кайсан, чылай чухне, çапăçăва кĕме юрамастчĕ. Тăшман сана асăрхасан е тĕл пулсан нимĕн тумасăр та тăма çук-ха ĕнтĕ. Ун пек чухне командиртан «Приказа пурнăçламан», — тесе сăмах лекетчĕ.

Черетлĕ хутчен кайнăччĕ тăшман çывăхне. Унта миçе кун пулассине палăртса апат-çимĕç, çар хатĕрĕ илтĕмĕр. Шав малалла куçнă май сисчĕвлĕхе пушшех ỹстеретĕн, калаçма та — шăппăн кăна. Раципе кирлĕ кăтартусене панă хыççăн «киле» пуçтарăнатпăр. Темиçе минутран: «Ан килĕр!» — теççĕ. Тата 1-2 кун иртет, запас та пĕтет. Ун пек чухне çăкăр татăкне те çурмалла пайлатăн. Кăнтăрла шăрăх. Çĕрле çумăр лỹшкерĕ — витĕр йĕпентĕмĕр. Вăт, çакăн пек чухне хăвна вăй-хал тĕлĕшĕнчен хатĕрлени питĕ кирлине туйса илетĕн.

Е тата: снаряд хăвăн енне шăхăрса килнине илтсен санăн сывă юлмашкăн 4-5 çеккунт пур… Кунта та спортпа туслă пулни — тĕп шанăç.

2023 çулхи июнь уйăхĕнчен Геннадий Петров сержант Кандалакша хулинчи пунктра контракт йĕркипе çар службине явăçтарассипе тăрăшать. Должноçĕ — вăй-хал хатĕрленĕвĕн инструкторĕ. Кунта та палăрма ĕлкĕрнĕ вăл. 2025 çулхи пĕтĕмлетỹсем тăрăх, службăри пысăк кăтартусемшĕн, тĕслĕхлĕ дисциплинăшăн, тăрăшулăхпа пуçарулăхшăн Геннадий Юрьевича Ленинград çар округĕн контракт пункчĕн начальникĕн Грамотипе наградăланă.

Службăра çитĕнỹ тума салтака юратнă çемйи те пулăшать. Мăшăрĕ, Олеся, вăл Кушкă хĕрĕ, хальлĕхе Владимир ывăлне пăхать. Çак кунсенче çемьене черетлĕ «кайăк» вĕçсе килессе кĕтеççĕ вĕсем.

…Служба нормăланă кун йĕркипе килĕшсе тăмасть пулин те, ỹт-пĕве çирĕплетме, çуран чупма кунсерен вăхăт тупать Геннадий Петров. Çавна май çăмăл атлетсен пысăк ăмăртăвĕсенче те, регби вăййисенче те хăйĕн ятне çỹлте тытать-ха. Çакă вара кулленхи службăра — çăмăллăх.

Николай МАЛЫШКИН.
Патреккел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code