Среда, 12 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçе юратнăран…

Ĕçе юратнăран…

«Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕр ĕç тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене туса илес тĕлĕшпе çулсерен ăнăçлă ĕçлет.

Ỹсĕм çăл куçĕ кашниех хăйне çирĕплетнĕ участокра яваплăха туйса, тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнинчен килет. Мăйракаллă шултăра выльăх пăхакан Юлия Измайлова оператор çинчен та çавнах калама пулать. Ферма сукмакне 32 çул такăрлатать вăл. Выльăхĕ те сахал мар — 70 пуç. Вĕсене юратса пăхнăран кăтартăвĕ те аван, пĕлтĕр выльăхсем талăкра вăтамран 1130 грамм ỹт хушнă.

Иртнĕ çулхи 9 уйăх кăтартăвĕпе мала тухнăшăн Юлия Андреевна ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç мухтавĕн ялавне çĕкленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code