Елчĕк тăрăхĕнче Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕн çумĕ Александр Тихонов пулнă.

Александр Михайлович чи малтанах Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн Лаш Таяпа ялĕнче иртнĕ хоккей турнирне хутшăнакансене саламланă. Полпред çумĕ сывă пурнăç йĕркине тытса пырас ĕçре физкультурăпа спортăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă.
Александр Тихонов округ ертỹçипе Леонард Левыйпа курнăçнă май округăн социаллă пурнăçĕпе тата инфраструктурипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ. Çавăн пекех ентешĕмĕр Тăрăм ялĕнчи Çветтуй Михаил Архангел ячĕпе хисепленсе тăракан чиркỹре пулса ĕненекенсемпе тĕл пулнă: округ благочиннăйĕпе — Аслă Таяпа ялĕнчи Таса Турă Амăшĕн Пукравĕ тата Тăрăм ялĕнчи Çветтуй Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹсен настоятелĕпе — Василий Иванов иерейпе калаçнă май ертỹлĕх чиркỹсене газпа хутса ăшăтассине йĕркелес ыйтăва çĕкленĕ. Çакă истори еткерлĕхне упрассинче, округри ĕненекенсен пурнăç пахалăхне лайăхлатассинче тĕп вырăн йышăнать.
Вулакана аса илтеретпĕр: пилĕк орден кавалерĕ Александр Тихонов полковник РФ Президенчĕ йĕркеленĕ «Геройсен вăхăчĕ» программăпа килĕшỹллĕн 83 çынран тăнă пĕрремĕш юхăмра вĕренсе ятарлă пĕлỹ илнĕ. Асăннă проектăн тĕп тĕллевĕ — ятарлă çар операцине хутшăннă офицерсенчен пысăк квалификациллĕ ертỹлĕх кадрĕсене хатĕрлесси. Ентеш ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшассипе тỹрремĕн ĕçлет.

