Понедельник, 14 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Килте пăшал ан тыт!

Килте пăшал ан тыт!

Республикăра регистрацилемен хĕç-пăшал хатĕрĕсене полици пайĕсене ирĕклĕ майпа парасси малалла пырать.

Гражданин енчен те саккунсăр майпа пăшал, патрон е сирпĕтмелли хатĕр упрать пулсан, ăна РФ уголовлă кодексăн 224-мĕш статйипе айăплав кĕтет. Анчах çакăн пек хатĕрсене хăв ирĕкпе полици пайне тăратсан наказани пирки сăмах пачах пымĕ. Çийĕнчен укçан та хавхалантарĕç.

Хĕç-пăшал хатĕрне Елчĕкри полици пайĕнче йышăнаççĕ. Ыйтăва шанăç телефонĕпе çыхăнса уçăмлатма та пулать: 88352(24-16-55).

Л.НИКИФОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code