Среда, 10 июня, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Олег Николаев пресс-конференци ирттерет

Олег Николаев пресс-конференци ирттерет

Февралĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пысăк пресс-конференци ирттерет. Вăл 11 сехетре пуçланать. Тĕп темăсен шутĕнче иртнĕ çулталăка пĕтĕмлетесси, республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкересси, малашлăх плансене палăртасси, халăхăн пурнăç шайне ỹстерессипе çыхăннă программăсене сỹтсе явасси тата ăна пăшăрхантаракан ыйтусем çине хуравласси. Тĕл пулăва федераци тата регион шайĕнчи МИХсен опытлă журналисчĕсемпе пĕрле медиацентрсен представителĕсене те — шкулта вĕренекенсене тата аслă шкулсенчи студентсене — йыхравлаççĕ. Мĕншĕн тесен пурнăçра мĕн пулса иртнине ача, çамрăк урăхларах хаклать. Пуçлăхшăн вĕсен шухăшĕ те пĕлтерĕшлĕ.

ЧР Пуçлăхĕ патне ыйтусене тỹрĕ эфир кунĕнче шăнкăравласа, СМС çырса, видеороликсем хатĕрлесе çитерме, çавăн пекех социаллă сетьсем урлă тăратма май пур. Трансляцие Олег Николаевăн «Вконтакте» социаллă çыхăнури страницинче (https:ỸỸvk.ruỸolegnikolaev1969), наци телекуравĕпе радиовĕнче, ЮТВ телеканалта хутшăнма пулать. Вулама кăмăллакансем трансляци тексчĕпе вырăсла тата чăвашла «Чăвашинформ» (https:ỸỸt.meỸchuvinform) тата «Хыпар» (https:ỸỸt.meỸhyparchuvashia) кăларăмсен страницисенче паллашма пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code