Понедельник, 14 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçсĕррисен шучĕ чакнă

Ĕçсĕррисен шучĕ чакнă

2025 çулта пирĕн округри ĕç рынокĕнчи лару-тăру çапларах пулнă: ĕçпе тивĕçтерекен центрăн уйрăмне ĕç шыраса 456 çын пынă, вĕсенчен 379 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Çав шутра ĕç шыраса пынă 6 сусăртан 5-ĕшне ĕç тупса панă. Пĕр çулталăкри кăтартусене танлаштарсан, регистрациленнĕ ĕçсĕррисен шучĕ 27,59 процент чакни паллă. Ĕçлеме пултаракан халăх тĕлĕшпе ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,28 процентпа танлашнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code