Аслă ăрушăн тăрăшасси — патшалăхăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. «Çемье» наци проекчĕ ашшĕ-амăшне пур енлĕ пулăшасси, репродуктивлă сывлăхшăн тăрăшасси тата çемье хаклăхне çирĕплетесси, аслă çулхи çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса вĕсене вăрăм та хастар пурнăçпа тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăрать.

60 çултан иртнĕ хыççăн çын организмĕнче чылай улшăну пулса иртет: мышцăсен виçи, шăмăсен тачăлăхĕ чакать, япаласен ылмашăвĕ вăрахланать, гипертони, сахăр диабечĕ, остеоартрит чирĕсем аталанас хăрушлăх ỹсет. Нумай çул хастар та сывлăхлă пурăнас тесен кашни çыннăн хăйĕн те вăй хумалла, паллах. Вăраха кайнă чирсем пулсан та сывă та тĕрĕс пурнăç йĕркине пăхăнсен, кирлĕ сиплев илсе тăрсан хастар та тулли пурнăç тапхăрне тăсма пулать. Вăрăм та хастар ĕмĕрĕн йĕркелевçисем вĕсем — вăй-хал хастарлăхĕ, шайлашуллă апатлану, вăхăтлă медицина тĕрĕсленĕвĕ, ырă кăмăл-туйăм шайĕ, çывăх çынсемпе, тус-юлташсемпе çыхăну тытни, курса калаçни.
Çак сĕнỹсене пăхăнмалла:
— Ыттисенни пекех, аслă ăрури çыннăн та вăй çитнĕ таран активлăхĕ пĕлтерĕшлĕ. Кашни кун 30 минут та пулин май килнĕ таран хăвăртлăхпа утмалла, хусканусем, сывлав упражненийĕсем тумалла.
— Сывă апатлану йĕркине кирек хăçан та пăхăнмалла. Тăвар, сахăр, çу çинче ăшаланă апат çиессине чакармалла, пахча çимĕç, улма-çырла, ешĕл çимĕç, çуллă мар белоклă, тулли тĕшĕллĕ продуктсемпе ытларах усă курмалла, таса шыва та çителĕклĕ ĕçмелле.
— Вăраха кайнă чирсене контрольлесех тăма, профилактика тĕрĕслевĕсем е диспансеризаци витĕр тухма, сиплев ĕçне тăсма е улăштарма тухтăр патне вăхăтра çỹремелле.
— Кăмăл-туйăма хăпартлантарма çемьепе, тус-юлташсемпе хутшăнăр, обществăлла е клубри мероприятисенчен ан пăрăнăр. Социаллă активлăх çыннăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать.
— Канăçсăрлăх, пăшăрхану, пусăрăнчăк кăмăл палăрсан психологи пулăшăвĕ илме ан вăтанăр. Релаксаци, ырă шухăшлав техникисене хăнăхăр.
— Канупа пахалăхлă ыйхă çинчен манмалла мар. Вĕсем çын вăй-халĕ çине витĕм кỹреççĕ.
— Сиенлĕ йăласенчен пăрăнмаллах. Табак туртмасăр, эрехпе иртĕхмесĕр пурăнни — тĕрĕс апатланупа, хускану активлăхĕпе пĕрле — сывă пурнăç никĕсĕ.
Çак сĕнỹсене пурне те пурнăçлани сывлăх тата пурнăç пахалăхĕ çине витĕм кỹрсе вăрăм та хастар пурнăç тапхăрне тăсма пулăшĕç. Аслă ăрушăн тăрăшасси — пирĕн пĕрлехи тĕллев.
Алина ВАСИЛЬЕВА,
Елчĕкри тĕп больницăри
гериатр тухтăр.

