Понедельник, 9 марта, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх итлевĕ иртрĕ

Халăх итлевĕ иртрĕ

Февралĕн 3-мĕшĕнче Елчĕкри культура керменĕнче «Елчĕк тата Шăмăршă округĕсенчи тĕп больницăсене Патăрьелĕнчи тĕп больница çумне пĕрлештерсе реорганизаци тăвасси çинчен» ыйтупа халăх итлевĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова, министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем, округ пуçлăхĕ Леонард Левый, депутатсем, общество организацийĕсен, медицина пĕрлĕхĕсен представителĕсем, округра пурăнакансем хутшăнчĕç.

Чи малтанах Лариса Тарасова сăмах илчĕ, медицина учрежденийĕсене мĕн тĕллевпе реорганизацилесси çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

— Реорганизаци медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатас, халăха тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе пурнăçланать. Çапла туни пур ресурссемпе — укçа-тенкĕпе те, кадрсемпе те — тухăçлăрах усă курма май парĕ. Палăртса хăварас килет, реорганизаци медицина персоналне чакармĕ. Улшăнусем управлени должноçĕсемпе администрацисемпе хуçалăх персоналĕсене анчах пырса тивĕç. Халĕччен илнĕ медицинăпа санитари пулăшăвне халăх малтанхи евĕрех вырăнта тата çав тухтăрсем патĕнчех илĕ. Улшăнусем ансăр профильлĕ специалистсен шутне, кадр потенциалне, диагноз лартмалли тĕрĕслĕх тата хăвăртлăх хăватне ỹстерме, оперативлă майпа çула тухакан мобильлĕ тухтăрсен бригадине çирĕплетме кирлĕ, — палăртрĕ министр.

Унсăр пуçне ертỹçĕ кашни муниципалитетра учрежденисен пурлăхпа техника бази çирĕпленессе каларĕ.

Çĕнĕлĕх малтанлăха пурне те шиклентерет. Итлев вăхăтĕнче халăх пăшăрханнине палăртса хăй шухăшне уççăн пĕлтерчĕ: «Никамăн та сипленме кỹршĕ ялти больницăна çỹрес килмест. Тивĕçлĕ пăхĕç-и унта пире, уйăрмĕç-и? Пирĕн больницăна Патăрьел больниципе пĕрлештерсен Елчĕк больници филиал анчах пулса юлнă май унта пирĕн мĕнле тата мĕнпе çỹремелле (хальлĕхе Елчĕкрен Патăрьелне çỹрекен автобус маршручĕ çук). Документсем илме, пичет çаптарма та çỹремелле пулать-и Патăрьелне? Çамрăксем автомашинăсемпе çỹрĕç те-ха, ватăсен мĕнле пулмалла? Реорганизаци хыççăн вырăнти больницăри пурлăх базине тĕп больницăна куçарса каймĕç-и? Вырăнти больницăри медицина ĕçченĕсен социаллă тỹлевĕсем упранса юлĕç-ши?…»

Çакă тата ытти ыйтусем çине ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова, ытти ведомствăсен ертỹçисемпе представителĕсем, çул-йĕрпе çыхăннă ыйтура Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Максим Петров тулли хуравсем пачĕç. Халăха нумай калаçтарнăран ку тема хаçатра пуçласа пичетленмест. «Елчĕк енĕн» иртнĕ номерĕсенче (январĕн 23-мĕшĕнчи «Медицина аталанăвĕ Правительство тимлĕхĕнче», январĕн 30-мĕшĕнчи «Кашни çынна — тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ» статьясенче) çакă тата ытти ыйтусем çине тĕрлĕ шайри ертỹлĕх тулли хуравсем панăччĕ. Çивĕч ыйтусен хуравĕсем çине кĕскен халĕ те аса илсе хăварар. Реорганизаци хыççăн Елчĕк халăхĕн Патăрьелне талон е направлени илме, документ çине пичет çаптарма çỹремелле пулмĕ, мĕншĕн тесен сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ пĕр информаци уйĕнче ĕçлет. Медицина ĕçченĕсене тивекен социаллă тỹлевсем упранса юлĕç тата ытти те (маларах çырнă ыйтусен хуравĕсем асăннă статьясенче вырăн тупнă). Максим Петров министр пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра министерство Елчĕкрен Патăрьелне çỹрекен автобус маршрутне уçассипе ĕçлет, кирлĕ документсем хатĕрлет. Ку ыйтăва март уйăхĕн вĕçне е апрель пуçламăшĕ тĕлне татса парса асăннă автобус маршрутне уçма палăртаççĕ. Сăмах май, Максим Михайлович каланă сăмаха яланах ĕçпе çирĕплетсе пырать. Унăн тата ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн, ентешĕн — ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Юрий Поповăн — тивлечĕпе иртнĕ çулсенче Елчĕк тăрăхĕнчи çул-йĕре çĕнетес енĕпе сахал мар ĕç пурнăçланчĕ. Сăмахран, иртнĕ çулсенче вырăнти пĕлтерĕшлĕ Елчĕк-Курнавăш автомобиль çулне (3,7 км), республика пĕлтерĕшлĕ «Комсомольски-Елчĕк-Пăва» çулне (9,7 км) тĕпрен юсарĕç. Умра тата та пĕлтерĕшлĕ плансем: «Комсомольски-Елчĕк-Пăва» автоçула (Тутарстан Республикинчи Пăва районĕн чикки таран) юсаса автобус маршручĕ уçасси.

Калаçакансен хушшинче улшăнăва хирĕç вирлĕн хирĕçлекенсем те, ырлакансем те пулчĕç. Улшăнусем мĕнлерех пулассине вăхăт татса парĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code