Понедельник, 9 марта, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлĕхпе туслăх — иксĕлми вăй

Пĕрлĕхпе туслăх — иксĕлми вăй

Ĕнер Елчĕкри культура керменĕнче Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

«Тĕрлĕ халăх — çĕршыв пуянлăхĕ» ятпа иртнĕ уявăн официаллă мар пайĕ фойере маларах та пуçланчĕ: тĕрлĕ наци тумĕллĕ артистсем хăнасене хăйсен юрри-такмакĕпе кĕтсе илчĕç. Ташă залĕнче вара — анлă курав. Унпа паллашакана пирваях тĕрлĕ тумсем хăйсем патне илĕртеççĕ. Хăй вăхăтĕнче Геннадий Волков академика парнеленĕ, халĕ Аслă Елчĕк шкулĕн музейĕнче упранакан чăваш, калмăк, казах, пушкăрт халăхĕсен наци костюмĕсемпе сăн ỹкерỹ йĕркелеме те май пулчĕ. Юнашарах Сăрьелсен алă ĕçĕсем. Гульшан Валишева шăрçасенчен, Гузель Салахутдинова хăюсенчен ăсталанă картинисене пăхса ытарма çук. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх кирлĕ пулнă вĕсене хатĕрлеме! Рузия Фасхутдиновăпа Гульфия Салахутдинован яка тĕрĕ, хĕрес мелĕпе тĕрленĕ пит шăллийĕсем чăвашсенни евĕрлех. Ĕмĕр кỹршĕллĕ пурăнса нумай япала пĕрпеклĕхе çаврăнать те. Энисе Салахутдинова, тĕрлĕ апат-çимĕç янтăлама юратаканскер, курава тутарсен наци çимĕçĕсене — чак-чак, эчпочмак, бэлеш, кăмпăрчăк тата ыттине илсе килнĕ. Чей ĕçес кăмăл пулсан, тархасшăн, чашкăрса ларакан сăмаварĕ те пур.

Кĕçĕн Таяпасене уйăрнă сĕтел çинче вара — пуканесем. Çук, барбисем мар, тĕрлĕ халăх тумлисем. Вуннă ытла. Вырăспа чăваш, тутарпа çармăс, бурятпа чечен… Светлана Агеева библиотека заведующийĕн алли ылтăнах пулĕ çав, кỹлеписене, материалĕсене ăçтан кăна тупса пĕтернĕ-ши тульккăш.

Аслă Таяпа территори пайĕнчи культура ĕçченĕсем хальхи вăхăтри тĕрĕсен ярăмне, тĕп вулавăш сотрудникĕсем Раççейри тĕрлĕ регионсемпе паллаштаракан кĕнекесен пысăк выставкине йĕркеленĕ. Чăннипех «сарлака ман Тăван çĕршывăм»: Петрозаводскран пуçласа Камчатка таран паллаштаракан кĕнекесем унта…

Чăваш Ен — çĕршывăмăрăн пĕр пайĕ. Унта 120 ытла национальность пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурăнать. Унăн çыннисем çакна ĕмĕрсем хушши ĕçлесе, тăрăшса, ят-сум çĕнсе илсе çирĕплетнĕ. Раççейăн интересĕсене ытти халăхсемпе пĕрле чăвашсем те, çав шутра Елчĕксем те шанчăклă хỹтĕленĕ. Паян та çак сăваплă миссие чыслăн пурнăçлаççĕ.

Эпир нумай нациллĕ пулнипе вăйлă, хăватлă. Тĕрлĕ чĕлхе, тĕн, йăла-йĕрке пирĕн. Историн ĕмĕрсен тапхăрĕнче тăшмансем асăннă тĕрлĕлĕхе шута илсе Вырăс çĕрне çăмăллăнах ярса илессе шаннă. Вĕсен çăткăнла тĕллевĕ нихăçан та пурнăçланман, халĕ, ятарлă çар операцийĕ пынă май, Раççейри тĕрлĕ халăх пушшех тачă пĕтĕçỹре.

Экран çине Раççейри халăхсен пурнăçĕпе йăли-йĕркине сăнлакан кадрсем тухса пынă май, сцена тĕрлĕ наци тумĕсемлĕ хĕрсемпе, каччăсемпе тулчĕ. Валерий Архипов, Виктория Романова, Кирилл Петров виçĕ чĕлхепе «Туган як» юрра шăрантарчĕç. Çапла майпа тараватлă Чăваш Ене хăнана килсе курма йыхравларĕç.

Кадетсем сцена çине Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ялавĕсене мăнаçлăн утса илсе тухнă, ун хыççăн гимнсем янранă май, чун-чĕре хавхаланупа тулчĕ.

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый сăмахĕсенче те çакна туйса илетĕн.

— Ятарлă çулталăксене палăртни хальхи çăмăл мар вăхăтшăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕрлĕхпе туслăх çыхăнăвĕ çĕршыва питĕ кирлĕ паян. Ятарлă çар операцийĕнче нацизма хирĕç тĕрлĕ халăх çынни çапăçаççĕ пулсан, тылра та çĕршыври кашни ял-хулара пурăнакансем çĕнтерĕве çывхартассишĕн гуманитари акцийĕсенче хастарлăх кăтартаççĕ. Икĕ сăмахра — пĕрлĕхпе туслăхра — чăннипех иксĕлми вăй. Çак çирĕп çыхăнура пулсан çĕнтеретпĕр те. Пирĕн округра икĕ тутар ялĕ. Ĕмĕрсен тăршшĕпе чăвашсемпе туслă пурăнаççĕ вĕсем, пĕрлехи çемье çавăрса килĕштерсе пурăнакансем те пур, — терĕ Леонард Васильевич.

Эпир тĕрлĕрен пулсан та, пурте Раççейĕн Аслă çĕрĕ çинче пурăнатпăр. Елчĕк тăрăхĕнчех, калăпăр, чăвашсем çеç мар, тĕрлĕ халăх çыннисем тымар янă. Нумай ачаллă интернационаллă çемьесене уявра чыслани пĕлтерĕшлĕ те пулчĕ. Ентешсем молдаванинпа, вырăспа, марийкăпа, тутарпа çемье çавăрса 15-33 çул ăнланупа килĕшỹре пурăнни пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Ĕнелĕнчи Сергейпе Наталия Лупансем, Аслă Шăхалĕнчи Павелпа Анна Ивановсем, Элекçей Тимешĕнчи Сергейпе Лариса Плясуновсем, Кивĕ Эйпеçри Леонидпа Разина Сусметовсем, Исемпелти Федорпа Светлана Чермаковсем — тăнăç çемьесем. Вĕсем пĕри те ырлăха ютра «шырама» тĕв тытман — кашниех округ территорийĕнче хăйĕн юратнă ĕçĕпе тимлет. Леонард Левый мăшăрсен пархатарлăхне палăртса Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.

Çулталăк пуçламăшĕнче хаçатра тĕрлĕ сферăра уйрăмах палăрнă 33 çамрăк Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнине асăннăччĕ. Çак йышран 26 вĕренекене округ пуçлăхĕ çакна ĕнентерекен Свидетельствăсене пачĕ, малашне те округ чысне паллă ĕçсемпе çỹле çĕклеме ырă сунчĕ. Чăннипех хастар вĕсем, вĕренỹре палăрнисĕр пуçне культурăллă-массăллă тата спорт мероприятийĕсенче те хăйсен пултарулăхне туллин кăтартма пултарнă. Мал ĕмĕтлĕх çĕнĕ çитĕнỹсем патне туртать вĕсене.

Уяв çамрăксен «Тарават» фольклор ансамблĕн, искусство шкулĕн преподавателĕсемпе вĕренекенĕсен, кадетсен юрри-ташшипе малалла тăсăлчĕ.

Ятарлă çулталăксем — мероприятисен ярăмĕсем кăна мар, кашнине чи кирли çинчен аса илтерни те. Пирĕн мăнаçлă çĕршывăн тата Чăваш Енĕн вăй-хăвачĕ — пĕрлĕхре, хамăрăн тымарсемпе мăнаçланнинче, çемьесене тата ачасен пуласлăхне пĕрле хỹтĕлеме хатĕрринче, тỹрĕ чунлă пулнинче, пĕр-пĕрне хакланинче.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code