Понедельник, 9 марта, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлĕхре ĕç кал-кал

Пĕрлĕхре ĕç кал-кал

Çамрăксем тăван тăрăха юлса хăйсен проекчĕсене аталантарччăр, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртчĕр тесен мĕн тумалла? Профориентаци программисене тухăçлă йĕркелемелле. Шăпах çак ыйтăва уçăмлатассипе ĕçлеççĕ те ĕнтĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей ялĕ» тата «Çĕнĕ шкул» проекчĕсем. Чăваш Республикин Правительстви вĕсем çине таянса профориентаци енĕпе «Детсад-школа-ссуз/вуз-предприятие» ятпа пилотлă проекта хута яма палăртать. Унăн тĕп тĕллевĕ — шкул çулне çитменнисенчен пуçласа аслă ỹсĕмри ачасем хутшăнакан «Профессионализм» программăна анлăлатасси. Асăннă пуçарусем мĕн кĕçĕнрен ачасене вĕренỹре хальхи кирлĕ профессисен тĕнчипе вăйă мелĕпе паллаштарса пырĕç. «Раççей ялĕ» партпроект координаторĕ — Чăваш Енĕн вице-премьерĕ — ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев. Проекта чи малтанах Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Атнар шкулĕнче пурнăçа кĕртме палăртнă май унта агрокласс уçма планлаççĕ.

— Профориентаци программи ачана профессисемпе паллаштарнипе пĕрлех унăн пултарулăхне уçса пама, унăн ĕмĕтне пурнăçа кĕртсе тĕллев патне ăнтăлма пулăшĕ. Чи кирли — çитĕнекен ăрăва хăйĕн пуласлăхне пĕлсе суйлама майсем туса парасси, — тенĕ Андрей Евгеньевич.

«Çĕнĕ шкул» проект тĕллевĕсене те уйрăммăн палăртар. Вăл çĕнĕ шкулсем тума тата кивелнисене юсама май панипе пĕрлех вĕренекенсен пултарулăхне аталантаракан мероприятисем йĕркелеме, ĕç пахалăхне ỹстерме тата ĕçлекене хавхалантарма, педагогсен ĕç укçине пысăклатма, çитĕнекен ăрăва вĕренỹпе воспитани парас тытăма çирĕплетме май парĕ.

Çак кунсенче «Раççей Пĕрлĕхĕн хĕрарăмсен юхăмĕ» проекта пурнăçа кĕртессишĕн яваплă çынсем тата Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн ертỹлĕхĕ хутшăннипе лару иртнĕ. Ларура сăмах тăван республикăна аталантарассипе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртнĕ чух тĕрлĕ юхăм вăйĕсене пĕрлештересси тавра пынă. Тĕллеве пурнăçлас ĕçшĕн асăннă парти проекчĕн координаторĕ Наталия Добрянская тата общество канашĕн председателĕ Наталия Партасова, муниципалитетсенче вара вырăнти хĕрарăмсен канашĕсен ертỹçисем яваплă пулĕç.

— Эпир халăх ырлăхĕшĕн йышăнакан пуçарусене яланах хапăл тăватпăр. Пирĕн çак тĕллевпе йышăннă проектсем «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин программисене çывăх, — палăртнă республикăри Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн председателĕ Наталья Николаева.

Хăйĕн сăмахĕнче вăл регионăн обществăпа политика пурнăçне хутшăнакан хĕрарăмсен шучĕ ỹснине те хыпарланă.

Парти проекчĕн общество канашĕн председателĕ Наталия Партасова «Хĕрарăмсен юхăмĕ» тата «Çĕнĕ шкул» проектсем çинче уйрăммăн чарăнса тăнă.

Ларура хĕрарăмсен союзĕн активне «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти проекчĕн ятарлă значокĕсене панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code