Февралĕн 18-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Георгий Богуславский, округ пуçлăхĕ Леонард Левый активпа тĕл пулса çак ыйтусем тавра калаçнă:
Чăваш Енри вĕренỹ организацийĕсенче кадрсем хатĕрлесси тата тĕллевлĕ вĕренỹпе ĕçе вырнаçтарасси.
Регионăн экономикине аталантарассинче вăтам професси паракан вĕренỹ заведенийĕсем паллă вырăн йышăнаççĕ — вĕсенче квалификациллĕ кадрсем хатĕрлеççĕ. Асăннă тытăма 17 техникумпа колледж, çавăн пекех çак направленипе те пĕлỹ паракан 8 аслă шкул кĕреççĕ. Вĕсенчи 34205 студент 37 профессие тата 118 специальноçа алла илет.
Иртнĕ çул 9 класс пĕтернисен 60 проценчĕ техникумсемпе колледжсене вĕренме кĕнĕ. Çак кăтарту 2024 çулта 58,6 процентпа, 2023 çулта 57,8 процентпа танлашнă. Ку вĕренỹ çулне 7061 (2025 ç. — 6826, 2024 ç. — 6426, 2023 ç. — 7046) бюджет вырăнĕ уйăрнă. Пĕр бюджет вырăнне вăтамран 4,1 (2024 ç. — 3,4) çын шутланать.
Тĕп специальноçсенчен çаксене палăртмалла: электромонтер, дефектоскопист, графика дизайнерĕ, цифра информацине хатĕрлекен мастер, кран машинисчĕ т.ыт.те.
Республикăри 12 аслă шкулта 37620 çын пĕлỹ илет. Бюджет вырăнĕ — 3685 (2025 ç. — 3796, 2024 ç. — 3694). Абитуриентсем ытларах «Стоматологи», «Сиплев ĕçĕ», «Педиатри», «Юриспруденци», «Çĕр йĕркелỹ тата кадастрсем», «Куçару ĕçĕ» направленисене мала хураççĕ.
Кадрсем хатĕрлессинче тĕллевлĕ вĕренỹ пĕлтерĕшлĕ. 2026 çултан пуçласа унăн йĕрки улшăннă. Ĕçе илекен 2025 çулхи апрель уйăхĕнче асăннă кампание хутшăнман пулсан, çитес вĕренỹ çулĕнче те айккинче юлĕ.
Урăхла каласан, тĕллевлĕ вĕренỹ ыйтăвĕ конкретлă заказчик çумне малтанах «çыпçăнать». Çакă абитуриента документсене паричченех хăш организаци интересĕсене кура вĕренме кĕрессине те, кайран сăмах панине пурнăçлама кирли таранччен пĕлме май парать.
Хальхи вăхăтра «Работа в России» платформăра заказчиксен 557 заявкине вырнаçтарнă. Февралĕн 15-25-мĕшĕсенче вĕсем хăйсен заявкипе килĕшме те, каялла илме те е шутне чакарма та пултараççĕ. Кăçалхи тĕллевлĕ вĕренĕвĕн квотине РФ Правительстви апрелĕн 10-мĕшĕччен çирĕплетет. Унти списока кĕнĕ заказчиксем майăн 10-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 10-мĕшĕччен «Работа в России» платформăра хăйсен шухăшĕсене вырнаçтарма тивĕç.
Тĕллевлĕ вĕренĕвĕн паха енĕсем: заказчик студента стипенди тỹлет, вăл ĕçе илекен патĕнче производство практики тухать, вĕренỹ хыççăн заказчик ăна ĕçпе тивĕçтерет.
Ку темăпа округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев та сăмах илчĕ.
2020-2025 çулсенче округри тăватă вĕренỹ организацийĕ шкул пĕтернĕ 6 çамрăкпа килĕшỹ йĕркеленĕ. Хальхи пĕлỹ çулталăкĕнче 2 квота уйăрнă, ăна 50 процент тултарнă. Çав вăхăтрах профильлĕ предметсемпе — математикăпа тата физикăпа, вырăс чĕлхипе тата литературипе договорпа вĕренме кандидатсене шыраççĕ. Ку тĕлĕшпе профориентаци ĕçне вăйлатни кирлĕ.
2026 çулхи шыв-шур тапхăрне хатĕр-и?
Çанталăк алхасать кăна, чăннипех юр тыткăнне лекрĕмĕр. Февралĕн юлашки кунĕсем, март уйăхĕ тата мĕн «парнелĕç»? Кунашкал çанталăк ăшă кунсем пуçлансан чрезвычайлă лару-тăру та кăларса тăратма пултарать. Хăшĕ-пĕри «юр пусăрăнман, часах ирĕлет» тесе те çирĕплетет. Çапах та шыв-шура яланхиллех пысăк яваплăхпа хатĕрленсе кĕтсе илнинчен, хăрушлăха вăхăтра сирсе яма хатĕр пулнинчен шанчăкли нимĕн те çук.
Округ территорийĕнче 29 гидросооружени шутланать. Вĕсенчи шыв çулĕсене уçассине «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă общество пурнăçлать. Унсăр пуçне автоçулсем урлă хывнă тимĕр-бетон пăрăхĕсем вуншар. Çавна май ялсем витĕр иртекен çырмасен çулне вырăнти вăйпа уçсан та аван пулмалла.
Шыв-шур тапхăрĕнче ейỹ тухас хăрушлăх та ỹсет. Вăл кашни çул тенĕ пекех уйрăм ялсенчи (Кавал, Кивĕ Эйпеç, Элекçей Тимеш) хăш-пĕр çуртсен хуçисене ытларах пăшăрхантарать. Вĕсенче те тивĕçлĕ хỹтлĕх мероприятийĕсем ирттерме хатĕр пулни кирлĕ.
Округ пуçлăхĕн хушăвĕпе асăннă тапхăра ятарлă комисси çирĕплетнĕ. Вăл ыйтăва куллен контрольте тытса тăрĕ, кирлех пулсан — вăхăтлă мерăсем йышăнĕ. Васкавлă службăсен телефон номерĕсене те аса илтеретпĕр: «01», «112».
(Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Олег Андропов каланинчен).
Çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе ирттересси.
Округри ял хуçалăх организацийĕсенче кĕрхи культурăсене пĕтĕмпе 4555 гектар çинче акса хăварнă, ЧР Ял хуçалăх министерстви панă плана 100 процент пурнăçланă. Специалистсем палăртнă тăрăх, кĕр тыррисем лайăх хĕл каçаççĕ. Хуçалăхсенче çуркунне акăнакан лаптăксен тытăмне пăхса тухса çирĕплетнĕ. Вăл 2025 çулхи шайрах пулма кирлĕ — 39274 гектар, çав шутран тĕш тырă культури 23398 гектар, çĕр улми 348 гектар, техникăлла культурăсем 2821 гектар йышăнĕç.
Тухăç вăрлăх пахалăхĕнчен те нумай килет. Хуçалăхсем ака кондицине тивĕçлĕ 4700 тонна (124 процент) вăрлăх хатĕрленĕ. 101 тонна — пысăк репродукциллĕ. Ака техники 85 процент хатĕр.
Сĕрмелли-çунтармалли материалсемпе тивĕçтернин шайĕ паянхи кун тĕлне 88 процентпа танлашать, минераллă удобрени вара 38 процент (900 тонна) кăна кỹрсе килнĕ. Ку ыйтупа хĕлле, уйрăмах хальхи пек тапхăрта, ĕçлеме меллĕ-ши? Çĕр пулăхлăхне ỹстерес тесен ăна извеçленинчен те нумай килет, анчах 2026 çулта асăннă мероприятие йĕркелессине «Яманчурино» ОООра (550 гектар), Е.В.Цветкова (200 гектар), Ю.Н.Цветков (150 гектар) хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, «Сатурн» ЯХПКра (100 гектар) çеç пăхса хăварнă. Çĕр хăйне тимлĕх уйăрнине юратать.
Çак кун тĕлне хуçалăхсем инвестици кредичĕпе тата хăйсен укçи-тенкипе 3 единица техника (47 миллион та 200 пин тенкĕлĕх) туяннă.
(Ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Горшкова пĕлтернинчен).
Хальхи вăхăтри информаци хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсем. Кибермошенниксене хирĕç тăрасси.
Асăннă тема тахçанах çивĕччисен шутĕнче. Пĕрлехи информаци кунĕнче те пуçласа хускатмаççĕ. Онлайн майпа ултавçăсем çĕнĕрен те çĕнĕ мелсемпе ĕçлеççĕ. Ку шутра — искусствăлла ăс-хакăл, вируссем тата суя сайтсем. Сăмахран, пĕлтĕр кăна республикăра пурăнакансем хăйсен ирĕкĕпе шулĕксене 1 миллиард та 66 миллион тенкĕ (!) куçарса панă. Ултав вăлтине пĕтĕмпе 462 çын çакланнă. Вĕсен йышĕнче хĕрарăмсем — 223-н, арçынсем — 236-н. Пенсионерсем — 476 çын (284,4 млн тенкĕлĕх), вăхăтлăх ĕçсĕррисем — 414 çын (96,5 млн тенкĕлĕх), студентсем — 271 çын (49 млн тенкĕлĕх) тата харпăр хăй ĕçĕпе тимлекенсем — 92 çын (34,7 млн тенкĕлĕх) шар курнă. Вĕсен йышĕнче ытти категорири çынсем те пур.
Ытларах мĕнле ултава çакланаççĕ-ха? Мошенниксем инвестици хывма сĕнеççĕ, вара укçа калăпăшĕ ỹсет имĕш, ăна каялла илес тесен комисси тỹлемелле е финанс пирамидине палланă çынна йыхравламалла. Криптоинвестици те аталаннă паян. АРК файлсем урлă вируссем е фейк приложени урлă реклама яраççĕ. Кун йышши вирус телефона пĕрре лекни мĕн пур кăтартăва вăрлама, ултавçа хатĕрпе инçетренех усă курма май парать.
Анлă сарăлнă ултав мелĕсенчен пĕри — Тĕп банкăн е ФХСн суя ĕçченĕсем шăнкăравлани. Вĕсем калаçăва ытларах видеоçыхăнупа йĕркелеççĕ. Шута илĕр: ултавçăсем пит-куçа улăштармалли тата сасса чăннине çывăх тумалли программăсемпе ăста усă кураççĕ. Час-часах «ачашăн сасăласам» йышши çыру та илме пулать. Ку — фишинг. Аккаунта çăмăллăнах кĕмелли мел.
Мошенниксен ултавлă ĕçĕсем çинчен çырса та пĕтереймĕн. Вĕсен капкăнне çаклансан мĕн тумалла? Пирваях банка шăнкăравласа телефон номерĕпе çыхăнтарнă карттăсене хупма ыйтмалла. Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен аккаунтне хупмалла. Вирус лекнĕ пулсан авиарежима куçас пулать. Полици ячĕпе заявлени çырмалла. Çав вăхăтрах сирĕн укçăра сăптăрас текенсем çине-çинех шăнкăравлама пултарĕç. Çапах та ют телефона тытманнинчен лайăххи нимĕн те çук…
Ертỹлĕх çавăн пекех Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта кадетсен балне уçма, культура ĕçченĕсен семинарне хутшăннă, граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.
(Хамăр корр.).

