Суббота, 8 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçрен хăраман

Ĕçрен хăраман

Маргарита Васильевна Маркован колхозри ĕç кĕнекине 1962 çулта уçнă. Ун чухне вăл 11 çулхи хĕр ача пулнă. Çав çулхи каникул вăхăтĕнче вăл пĕрремĕш ĕç кунĕсем тунă. Хăй пекех тантăшĕсемпе уйра çум çумланă, утă-улăм пуçтарнă. Ун чухне шкул ачисен çу кунĕсем колхоз ĕçĕнче иртнĕ. Колхозри, килти ĕçсенче пиçĕхсе ỹснĕскерсем малашнехи пурнăçра кирек мĕнле йывăрлăхран та, кирек мĕнле ĕçрен те хăраман.

1968 çулта, пĕр çул маларах ялти шкултан вĕренсе тухнăскер, амăшĕ патне фермăри пăрусем пăхма вырнаçать. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах унта амăшне пулăшма çỹренĕскере, ăна улăштарнăскере ĕçе хăнăхма пĕртте йывăр пулмасть. Тепĕр çулхинех 18 çулхи хĕр хăй тĕллĕн ĕçлесе 600 яхăн ĕç кунĕ тăвать. Çемьере чи асли пулнăскер, çапла майпа кил-йыш валли самаях нумай тырă, укçа-тенкĕ ĕçлесе илет. Йышлă çемьешĕн çакă пысăк пулăшу пулнă.

Ун чухне те çамрăксене хула пурнăçĕ илĕртмен мар. Маргарита та тантăшĕсемпе пĕрле хулана тухса каять. Производствăн чи йывăр участокĕсенчен пĕринче ывăнма пĕлмесĕр тăрăшать. Анчах йывăр ĕç мар, тăван тăрăхшăн тунсăхлани ăна каялла хăй çуралса ỹснĕ яла çавăрса çитерет. Малтанах хуçалăхри тĕрлĕ ĕçре вăй хурать. Ялти ĕçчен каччăпа — Владимир Марковпа пĕрлешсен сысна фермине вырнаçать. Пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ỹсни çамрăк хĕрарăма çĕнĕ ĕçре часах çитĕнỹсем тума пулăшать. Вăл чылайранпа çак ĕçре вăй хуракансемпе танлашать. Пĕрремĕш наградăна — ВЛКСМ райкомĕн Хисеп грамотине тивĕçет. Малашне унашкал Хисеп хучĕсем татах пулаççĕ, пенси çулне çитнĕ тĕле купипех пуçтарăнаççĕ.

Ферма ĕçĕ, уйрăмах сысна пăхасси, нихăçан та çăмăл пулман. Кивĕ витесенче пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тунă. 1980 çулта пысăк вите туса пĕтерсен, ĕç кăштах çăмăлланнă, анчах хĕлĕн-çăвĕн ураран резина атă кайманни, витере ялан нỹрлĕ сывлăш тăни сывлăха хавшатнă. Çамрăк чухне ун çинчен шутласах кайман, çитменнине ĕçшĕн лайăх тỹленĕ,санаторисене канма, турист путевкипе ют çĕршывсем таран курма янă.

Маргарита Васильевна 31 çул сысна ферминче амасене çăвăрлаттаракан уйрăмра ĕçленĕ. Пенсие тухас умĕн çеç фермăрах çăмăлтарах ĕçе куçнă. Чунне парса тăрăшнă вăл. Тăтăшах «Колхозри чи лайăх свинарка» ята тивĕçнĕ. Çура илекенсем хушшинче унăн хушамачĕ районта чи лайăххисен йышĕнче пулнă. «Çитес çул тата тăрăшарах ĕçлесчĕ, районта мала тухасчĕ», — çак тĕллевпе çĕнĕ çулталăкра çанă тавăрса тăрăшнă вăл, ĕçри кăтартусене ỹстерсе пынă. Анчах унăн кăтартăвĕсем кашнинче районти чи вăйлă колхозсенчи свинаркăсенчен кăшт çеç каярах пулса пынă. Унăн вара ăмăртура иккĕмĕш е виççĕмĕш пулнипе çырлахма тивнĕ. Акă, 1995 çулта М. Маркова кашни тĕп амаран 26,9 — пĕтĕмпе 400 çура илнĕ. Çав çул унăн ĕçри тантăшĕ Мария Козлова та кашни тĕп амаран çавăн чухлĕ çура илме пултарнă. Мария Александровнăпа пĕрле вăл нумай çул килĕштерсе ĕçленĕ.

Тасалăха, тирпейлĕхе ачаран юратнă. Пысăк та капмар çурта хулари чаплă çуртсенче пурăнакансем ăмсанмалла хăтлă, тирпейлĕ тытса тăрать. Икĕ ывăлĕпе хĕрĕн çемйисене, тăван-пĕлĕше яланах тарават.

Унăн мăшăрĕ Владимир Николаевич та ĕç çумне çамрăклах çыпçăннă. Саккăрмĕш теçеткепе пыракан пенсионер халĕ те канăçне ĕçре тупать. Вăл тума пĕлмен ĕç те çук пулĕ. Унăн вăй питти çулĕсем колхоз производствинче ĕçлесе иртнĕ. 1972 çулта Совет Çарĕнчен таврăннă çамрăка çунтармалли-сĕрмелли материалсем турттаракан автомашина шанса панă. Виçĕ теçетке çул ытларах Канашри, Шупашкарти, кỹршĕллĕ республикăсемпе облаçсенчи базăсенчен бензин, топливо турттарнă. Колхозăн йышлă техникине вĕсемпе тивĕçтернĕ. Çур аки, вырма тапхăрĕсенче хирте ĕçлекен агрегатсем, комбайнсем, тракторсем патне çунтармалли-сĕрмелли материалсем вăхăтра кỹрсе тăнă.

Пенсие тухсан та килте лармарĕ Владимир Николаевич, хăйĕнчен çамрăкрах механизаторсемпе пĕрле выльăх апачĕ хатĕрлеме те, ытти ĕçсене пурнăçлама та хутшăнчĕ. Вăл та мăшăрĕ пекех ĕç ветеранĕ.

Николай АЛЕКСЕЕВ.
Тĕмер ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code