Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи мартăн 2-мĕшĕнчи 38-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри культура керменĕ çумĕнчи «Туслăх» халăх хорĕн коллективĕ ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл республикăри профессиллĕ мар коллективсен «Йăла-йĕрке» фестиваль-конкурсĕнче Гран-при çĕнсе илнĕ.

