Четверг, 23 апреля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Фестиваль туслăхпа çирĕпленчĕ

Фестиваль туслăхпа çирĕпленчĕ

Елчĕкри «Улăп» ФОКра ХХ ĕмĕр вĕçĕнче республикăри физкультурăпа спорт календарьне кĕнĕ 18-мĕш хĕрарăмсен культурăпа спорт фестивалĕ иртрĕ.

Малтанах территори пайĕсен командисене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, «Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕ» обществăлла пĕрлĕхĕн председателĕн çумĕ, регионти «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕн координаторĕ Алевтина Федорова, «Елчĕксен ентешлĕхĕ» обществăлла организацин ертỹçи Юрий Карпов, округри ашшĕсен канашĕн председателĕ Владимир Николаев, республикăри хĕрарăмсен союзĕн округри уйрăмĕн ертỹçи Лариса Васильева саламларĕç. Вĕсем тĕнчен черчен пайĕн общество ĕçĕнчи хастарлăхне пысăка хурса хакларĕç, фестивальте те, малашлăхра та ăнăçу сунчĕç. Хастарсенчен пĕр ушкăнне — Алевтина Ивановăна (Кĕçĕн Таяпа), Лариса Казначеевăна (Вăрăмхăва), Татьяна Сусметовăна (Кивĕ Эйпеç), Венера Усановăна (Шăмалак) «Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ» пĕрлешĕвĕн Тавĕпе чысларĕç.

Мероприятие Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă май, çакă нумай конкурсра уççăн палăрчĕ. Юрă-ташă тупăшăвĕнче, акă, «чикансем» те, «эрменсем» те, «çармăссем» те пулчĕç. Пĕтĕмлетỹпе вара малтисен ретĕнче çаксем: Кĕçĕн Таяпа «тутарĕсем», Çирĕклĕ Шăхаль «вырăсĕсем», Аслă Пăла Тимеш «чăвашĕсем».

«Ялти селфи-челлендж» текен конкурсра çурт умĕнче хĕрарăмсем тĕрлĕ ĕç тунине кăтартса памалла. Кунта та тĕрлĕ «наци пикисем». Çĕнтерỹçĕсем вара — Тăрăмсем. Лаш Таяпасем тата Çирĕклĕ Шăхальсем — 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче.

Пирвайхи медицина пулăшăвĕ пама пĕлни пурнăçра кирлех. Кашни ушкăн представителĕн 5-шер тĕрлĕрен ыйтăвăн хуравне манекен çинче кăтартса пама тиврĕ. Елчĕксем тĕп больницăра практикăра пулнах пулĕ çав — малтисем, Кĕçĕн Таяпапа Курнавăш командисен те савăнăçĕ сăлтавлă: призерсем.

«Чĕрĕ ỹкерчĕкре» пĕр-пĕр ỹнерçĕн ĕçне шỹтлĕ майлă сăнласа кăтартмалла. Жюри членĕсем Аслă Елчĕксен, Елчĕксен, Курнавăшсен актер ăсталăхĕ пысăк пулнине палăртнă.

Асанне арчинче тĕрлĕ кĕпе-тумтир, пусма-тавар упранни паллă. Çак ятпа иртнĕ конкурсра «модельерсем» арчари япаласемпе усă курса «модель» хатĕрлемелле. Аслă Елчĕксем асăннă конкурсра та пĕрремĕш: вĕсем «Кĕпĕрнаттăра кĕтсе илнине» питĕ ĕнентерỹллĕ сăнласа пачĕç. Аслă Таяпа («Пахчари катемпи»), Курнавăш («Чăваш пики») территори пайĕсен хĕрĕсем те хăйсене мода ăстисем теме пултараççех.

Пушар сỹнтерекенсен хăйсен ятарлă тумне нормативпа килĕшỹллĕн 23 çеккунтра тăхăнас пулать. Ку — «пиллĕклĕх». Тупăшура атă тăхăнасси çине анчах вăхăт уйăрман. Конкурсанткăсен вăр-варлăхĕ тĕлĕнтерчĕ. Чи лайăх вăхăт — Марина Скворцован (Тăрăм) — 18 çеккунт. Алена Шляпина (Елчĕк), Анна Симакова (Кĕçĕн Таяпа) вара секундомер йĕпписене 23 тата 25 çеккунт тĕлĕнче чарчĕç. Пикесен «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисенчи хăнăху иксĕлмен иккен-ха. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем конкурс ирттернипе çеç çырлахмарĕç, уява килнĕ халăх хушшинче профилактикăпа çыхăннă листовкăсем те салатрĕç.

«Великие женщины» ăс-хакăл вăййинче тупăшакансен ỹкерчĕксенчи тĕнчери паллă хĕрарăмсене палласа илмелле. Аслă Елчĕк команди кунта та чи пултарулли, Лаш Таяпасемпе Çирĕклĕ Шăхальсем — призерсен йышĕнче.

Дартс вăййине кашни командăран икĕ çын хутшăнчĕ. Пилĕкшер хăтланăшран кунта Аслă Елчĕксем 278 очко, Кĕçĕн Таяпасем — 253, Çирĕклĕ Шăхальсем 245 очко пухма пултарчĕç. Уйрăм спортсменсенчен чи лайăх кăтарту Хăвăлçырмари Зинаида Михееван — 162 очко.

Мечĕке баскетбол карçинккине ывăтса кĕртессинче пилĕк хăтланăшран виçĕ команда 2-шер очко пуçтарнă, çапах та усă курнă вăхăт шучĕпе Курнавăш команди мала тухрĕ. Елчĕксемпе Тăрăмсем те пьедестал çинче.

Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕпе кубока Аслă Елчĕксен туслă команди çĕнсе илчĕ, иккĕмĕш вырăнта — Кĕçĕн Таяпасем, виççĕмĕш — Елчĕксем. Вĕсене ятарлă парнесемпе, çавăн пекех пĕтĕм командăсене пылак çимĕçсемпе чысларĕç. Жюри членĕсен пысăк ушкăнне вара савăнăçлă кĕтменлĕх пулчĕ: Юрий Карпов вĕсене илемлĕ тутăрсем парнелерĕ. Фестивалĕн пурлăх никĕсне çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, «Победа» сахал яваплă общество директорĕ Николай Головин, Алена Московская, Сергей Разумов, Петр Никифоров уйрăм пайтаçăсем, «Елчĕкри çăкăр завочĕ» ООО ертỹçи Александр Филиппов пысăк тỹпе хывнă.

… Пурне те пĕрлештернĕ хаваслă фестиваль «Широка страна моя родная» юрра шăрантарнипе вĕçленчĕ. Икçĕре яхăн çын вăйă картине тăрса тепĕр хутчен пĕрлĕхре вăй пулнине çирĕплетрĕ.

Ф.НИКОЛАЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code