Четверг, 21 мая, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх ырлăхĕшĕн — хушма укçа-тенкĕ

Халăх ырлăхĕшĕн — хушма укçа-тенкĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:

«Республикăн 2026 çулхи бюджечĕ историлле кăтартусемпе палăрать: тăкаксен пайĕ 137,5 млрд тенкĕ таран ỹсет, çакă регион аталанăвне çирĕп тĕрев парать. Тупăш пайĕ 10,7 млрд тенкĕ ỹсет, пĕтĕмĕшле калăпăш паянхи кун — 119 млрд тенкĕ, çакă вăл 2025 çулăн пĕтĕмлетỹ кăтартăвĕпе танлашать. Эпир калăпăша ỹстернипе пĕрлех, конкретлă ĕçсене инвестици хыватпăр, наци проекчĕсемпе инфратытăма çĕнетесси çине 23,2 млрд тенкĕ яратпăр».

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ унăн председателĕ Сергей Артамонов ертсе пынипе 2026 çулхи республика бюджетне улшăнусем кĕртмелли проекта ырланă, тĕп сферăсене уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшне самай ỹстернĕ. Чăваш Ен округĕсене аталантарма пурĕ 40,2 млрд тенкĕ уйăрĕç.

Нухрат тĕрлĕ сферăна аталанма пулăшĕ. Граждансене авариллĕ çурт-йĕртен куçарма 870 млн тенкĕ ытла уйăрма палăртаççĕ. Лифтсене улăштармалли суммăна икĕ хут ỹстернĕ (пĕтĕмĕшле калăпăшĕ пурĕ 200 млн тенкĕ). Çавăн пекех хуласенчи тротуарсене юсама 270 млн тенкĕ ытларах уйăрĕç. Рекордлă пулăшăва (183 млн тенкĕ) республика лесничестви илет. 257 млн тенкĕ хушма укçа нумай ачаллă çемьесене тивекен çĕр лаптăкĕсенчи инженери инфратытăмăн объекчĕсене хута яма кайĕ. Чи пысăк яваплăх — халăхăн çивĕч ыйтăвĕсене татса парасси. Кăçал 1800 ытла пуçару проекчĕпе 5 млрд тенкĕ ытла уйăраççĕ, ку 2025 çулхинчен 1,7 хут нумайрах. Социаллă политикăра адреслă пулăшу çине пусăм тунă. Республика Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсемпе участникĕсем, блокадăри Ленинградра пурăннисем, концлагерьсенчи тĕрмесенче пулнисем, тыл ĕçченĕсем тата «вăрçă ачисем» валли Аслă Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне 120,4 млн тенкĕ укçа тỹлевĕ пăхса хăварнă. Пĕтĕмĕшле илсен граждансене социаллă пулăшу пама кăçал 32,8 млрд тенкĕ уйăраççĕ, Раççей Социаллă фончĕн укçине шута илсе вара çакă 46,3 млрд тенке çитет. Сывлăх сыхлавне сахал мар пулăшу пулĕ. ОМС территори фончĕн укçи-тенкине шута илсен отрасле финансласси 36 млрд тенкĕрен те иртет. Хушма 2,4 млрд тенке больницăсене хальхи йышши оборудованипе тивĕçтерме, медучрежденисене тĕпрен юсама тата пысăк технологиллĕ пулăшăва аталантарма ярĕç. Вĕрентỹ тытăмне хушма 6 млрд тенкĕ ытла хываççĕ, çакă отрасль тăкакĕсене 40,3 млрд тенке çитерме май парать. Укçа-тенкĕ вĕренỹ заведенийĕсене тĕпрен юсама, лагерьсене çĕнетме, ача сачĕсем тума, çавăн пекех çамрăксен центрĕсене йĕркелеме кайĕ. Çĕнетнĕ финанс докуменчĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕ бюджет сферинче ĕçлекенсен шалăвне ỹстересси пулĕ. Иртнĕ çулпа танлаштарсан бюджет ĕçченĕсен ĕç укçине тỹлемелли фонд 9,2 процент ỹсет, 45 млрд тенкĕрен те иртет. ЖКХ тытăмне те калăпăшлă пулăшу кĕтет: отрасле уйăракан укçа-тенкĕ 8,1 млрд тенкĕ таран ỹсет. Укçа-тенкĕн тĕп пайĕ коммуналлă инфратытăм тума, тасатакан сооруженисене, шывпа тивĕçтерекен тытăмсене çĕнетме каять. Пысăк пулăшăва муниципалитетсене ярса параççĕ — финанс пулăшăвĕн калăпăшне 6,4 млрд тенкĕ хушăнса 40,2 млрд тенкĕпе танлашĕ. Ку ресурссем ял территорийĕсене аталантарма, нумай ачаллă çемьесен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтăва татса пама кайĕç. Çав хушăрах регион финанс çирĕплĕхне упрассине тĕпе хурать, патшалăх парăмĕ планпа чакса пырать, çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 13,2 млрд тенкĕпе танлашать. Ку вăл харпăр тупăшăн 16,8 проценчĕ — республика экономика тĕлĕшĕнчен хăрушлăха кĕрсе ỹкмесĕр пур тивĕçе те пурнăçлама пултарнине çирĕплетекен кăтарту.

Бюджетăн анлă ỹсĕмĕн сăлтавĕ — регион Правительстви Федераци центрĕпе тухăçлă çыхăнса ĕçленинче, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Халăх программине ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пынинче тата республика предприятийĕсем аталанăва пысăк тỹпе хывнинче. Халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса юлать: СВОна тата салтаксемпе вĕсен çемйисене пулăшасси вăйра (çакăн валли хушма 9,9 млрд тенкĕ пăхса хăвараççĕ, пĕтĕмĕшле сумма 10,5 млрд тенкĕ таран пулать). Раççей Президенчĕ Владимир Путин лартнă наци тĕллевĕсене тата Чăваш Республикине аталантармалли комплекслă программăна пурнăçласси — тĕп тĕллев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code