Четверг, 23 апреля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăкран хуçалăх уйĕнче

Çамрăкран хуçалăх уйĕнче

Аслă Шăхаль ялĕнче пурăнакан Георгий Федоров механизатор техникăна чунтан юратать. Çавна май Çĕнĕ Пăва шкулĕнчен вĕренсе тухсан тỹрех тăван хуçалăхăн уйне васканă вăл — тракторист, комбайнер ĕçĕ туртнă ăна. «Урожай», «Колос», халĕ «Сатурн» хуçалăхсен уй-хирĕсенче иртен пуçласа каçчен тар тăкнă механизатор. Çапла май опычĕ те çултан-çул пухăнсах пынă. Çамрăкран кăмăлланă професси чун-чĕререн килĕшнине пытармасть ĕçчен.

— Ача чухнех çуралнă ĕмĕт пурнăçланнăшăн питĕ савăнатăп — куллен юратнă техника çине ларса хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе пурнăçласси маншăн пысăк савăнăç, — пĕлтерет механизатор.

Тивĕçе вăхăтра пурнăçлама хăнăхнă «тимĕр ут» хуçи çурхи кунсенчен пуçласа кĕркуннеччен хуçалăх анисем çинче тар тăкать: акана хутшăнать, çуллахи вăхăтра Дон-658 комбайнпа курăк çулать. Вырма вăхăтĕнче «Вектор» комбайн çине ларать. Хĕллехи вăхăтра вара ĕçчен фермăра выльăхсене апат валеçет, ытти ĕçе пурнăçлать. Хăйне шанса панă мĕн пур техникăна юсавлă тытать механизатор, вĕсене пĕр кăлтăксăр ĕçлеттерет.

Тăрăшуллă та курăмлă ĕçшĕн Георгий ертỹлĕхĕн тав сăмахне пĕрре мар тивĕçнĕ. Чи хакли уншăн — пĕрле ĕçлекенсем, ял халăхĕ сума суни.

Мăшăрĕпе — медицина тытăмĕнче вăй хуракан Зоя Вениаминовнăпа 3 ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Федоровсем хисепе пархатарлă ĕçпе çĕнсе илнĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Н.Круглов сăн ỹкерчĕкĕнче: Георгий Федоров ĕç вăхăтĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code