Туберкулез — анлă сарăлнă инфекци чирĕ. Вăл тапхăрăн-тапхăрăн лăпланма е çивĕчленме пултарать.
Хăй вăхăтĕнче асăннă чирпе социаллă хỹтлĕхсĕр тата ĕçсĕр çынсем, мигрантсем, сиенлĕ йăласемпе туслисем çеç чирлеççĕ тесе шутланă. Туберкулез вара никама та суйламасть. Унпа чирлĕ çынсемпе чĕр чунсем сыввисемшĕн чир çăл куçĕ пулса тăраççĕ, сывлăшпа апат-çимĕç урлă инфекци ертеççĕ. Чир ертме е аталанма туберкулезăн пĕчĕк бактерийĕ те çителĕклĕ. Çавна май чирлĕ çынна ыттисенчен уйрăм тытни тата вăхăтлă сиплев пуçарни пĕлтерĕшлĕ.
Кирек мĕнле чире хирĕç те профилактика ĕçĕсене йĕркелес пулать. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнмалла, сăра-эрехпе иртĕхмелле мар, йăла условийĕсене лайăхлатмалла, пĕлсе апатланмалла, санитарипе гигиена нормисене пăхăнмалла. Канăва тĕрĕс йĕркелени, сигарет туртма пăрахни те усăллă пулма кирлĕ.
Туберкулезпа чирлисене сиплевпе тата производствăра диета апачĕпе тỹлевсĕр, отпускпа çуллахи тапхăра кăна тивĕçтерес пулать. Санаторисенче сывалассине те патшалăх хăйĕн çине илет.
Çитĕннисен çулталăкра пĕр хутчен флюорографи тухмалла, чирлĕ çынпа пурăнакансен — кашни çур çултан. БЦЖ вакцинацийĕпе ревакцинацийĕн те усси пысăк. Чир палăрăмĕсем пĕрмай пулмасса та пултараççĕ, вăхăтлăха çухалаççĕ, каярах, ỹт-пỹ е ăс-хакăл вăйĕпе ытларах ĕçлесен çĕнĕрен аталанма пултараççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн симптомсем йывăрлансах пыраççĕ, çав вăхăтрах вĕсене, ятарлă анализсем, тĕрĕслевсем ирттермесен, грипп, бронхит, пневмони, ОРВИ чирĕсем пек те йышăнма пулать.
Пурăнакан пỹлĕмсене час-часах тасатни, уçăлтарни, кашниех харпăр хăйĕн гигиена хатĕрĕсемпе, чашăк-тирĕкĕпе кăна усă курни, аш-какайпа сĕте ятарласа хатĕрлени кирлех.
Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче туберкулеза хирĕçле мероприятисене тĕллевлĕ йĕркелесе пыраççĕ. Çут тĕнчене килнĕ пепкене 4-7 кунтанах БЦЖ-М вакцина яраççĕ, çакă туберкулез микробактерийĕсемпе кĕрешессинче иммунитета йĕркелет. Организм чире парăнманлăхĕ вара 3-5 çула упранать. Кирек мĕнле пулсан та, эпир, çитĕннисем, хамăрăн тата хамăр ачасен сывлăхĕшĕн те яваплă.
Людмила КАПЛАМОВА,
фтизиатр тухтăр.

