Четверг, 13 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Крым халь пире çывăх

Крым халь пире çывăх

Крым историйĕ пуян та кăсăклă. Ун çĕрĕ çинче такам та пурăннă, хуçаланнă. 1223 çулта ăна монголсем, 1475 çулта Турцин султан çарĕсем çавăрса илнĕ. Крым халăхĕ 1768-1774 çулсенчи вырăс-турккă вăрçи хыççăн ирĕке тухнă. 1783 çултанпа — Крым Раççей йышĕнче пулнă. 1954 çулта Совет Союзĕн ертỹçи Никита Хрущев Крым облаçĕпе Севастополь хулине РСФСР йышĕнчен кăларса Украинăна панă. Çак пулăм РСФСР Конституцийĕпе килĕшсе тăман пулин те. 2014 çулхи мартăн 18-мĕшĕнчен вара çурутрав каллех Раççей тытăмне кĕчĕ.

Хальхи вăхăтра кунта тăватă пине яхăн йăхташ пурăнни паллă. Вĕсем — хăйсен ирĕкĕпе чăваш пулнине палăртнисем. Ытти çăлкуçа ĕненес пулсан йыш ултă пинрен те иртет-мĕн.

Крым «Артек» лагерь пулнипе те паллă. Чăваш Ен ачисем кунта час-час пулса кураççĕ. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Мария Крылова, 11-мĕш класри Юлия Герасимова тата эпĕ (сăн ỹкерчĕкре) тĕрлĕ çулсенче «Артекра» пулса курни пире хавхалантарать. Унти илем пирки хут çине куçарса çырса та пĕтереймĕн.

Çак тăрăха çитсе курма кашнинех сунатпăр.

Галина ЧЕРНОВА,
директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен канашçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code