ЙЫВĂР АТЛЕТИКА. Шупашкарта пирĕн ентеше, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне Виталий Петрович Маркова асăнса черетлĕ ăмăрту иртнĕ. Елчĕксем унта ăнăçлă кĕрешнĕ. Раççей спорт мастерĕсем — Полина Андреевăпа Любовь Мышова тата шанăç паракан Антон Айметовпа Игорь Абрамов 1-мĕш вырăна тухнă. Вунпĕрĕн призерсен йышне кĕни те аван кăтарту.
ПАНКРАТИОН. Йошкар-Ола хулинче иртнĕ Атăлçи федераци округĕн чемпионатĕнче Давид Крысов (Çĕнĕ Пăва) 57 килограмлă атлетсем хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннă. Çапла майпа вăл спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. Ентеш, аса илтеретпĕр, хутăш кĕрешỹ тата корэш енĕпе те кандидат.
ЙĔЛТĔР ЧУПĂВĔ. Елчĕк шкулĕ умĕнчи лапамри старта шкул ачисемпе çитĕннисем те тăнă. Шкулсен командисен зачетĕнче виçĕ ушкăнра Елчĕксем, пĕринче Аслă Елчĕксем çĕнтернĕ. Территори пайĕсенчен Кĕçĕн Таяпасем, Елчĕксем, Аслă Таяпасем медальлĕ пулнă.
Шăматкунах шкул ачисен пултаруллă квартечĕ — Ульяна Обручкова, Давид Головин, Софья Афанасьева, Александр Головин Патăрьел округĕнчен «ылтăнсемпе» таврăннă.
АРМРЕСТЛИНГ. Асăннă спортăн округри федерацийĕн председателĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ Сергей Солин тата «Улăп» ФОК дирекцийĕ тăрăшнипе йĕркеленĕ ăмăртăва 2008-2010 çулсенче çуралнă 63 ача хутшăннă. Çичĕ виçе категорийĕнчен Курнавăшпа Елчĕк шкулĕсен чи нумай чемпион — 4-шар.
ФУТЗАЛ. Елчĕк çамрăкĕсенчен тăракан «Канмаш-Лидер» команда — Чăваш Енри аслă дивизион чемпионачĕн бронза призерĕ. Унăн директорĕ тата тĕп спонсорĕ — Александр Лапшин, тренерĕ — Артем Кириллов. Андрей Федоров, Сергей Васильев, Петр Жуков, Андрей Ишмуратов пĕлтĕр чемпион ятне çĕнсе илнĕччĕ.

