2,8 килограмм ытла синтетика наркотикĕ сутма тăнă çын кĕçех приговор итлĕ — уголовлă ĕçе суда тишкерме панă.
Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕ тĕпченĕ уголовлă ĕçпе прокуратура айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ. Суд умне Ленинград облаçĕн 26 çулти çамрăкĕ тăрать.
Следстви версийĕпе килĕшỹллĕн, вăл 2025 çулхи ноябрь уйăхĕнче саккуна пăсса наркотик сутас енĕпе ĕçлекен каварлашнă ушкăна кĕнĕ. Ноябрĕн 29-мĕшĕнче унăн автомобильне ФХСăн регионти управленийĕн сотрудникĕсем М-12 автотрасса çинче, Çĕмĕрле округĕнче, чарнă. Машинăра 2,8 килограмм наркотик тупса туртса илнĕ. Следстви вăхăтĕнче çамрăк çыннăн автомобильне, çавăн пекех «наркăмăш» турттармашкăн усă курма туяннă мотоциклне арестленĕ.

