Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çур акине хатĕрленсе

Çур акине хатĕрленсе

Хальхи тапхăрта округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тăрăшсах çур акине хатĕрленеççĕ.

Кăçал акăнакан, лартăнакан пĕтĕмĕшле лаптăк 39 пин те 274 гектарпа танлашать, çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 23308 гектар йышăнĕç. Хуçалăхсем акма кондицие тивĕçнĕ (134 процент) вăрлăх хатĕрленĕ, 3611 тонна (95 процент) минераллă удобрени, 650 тонна (98 процент) çунтармалли-сĕрмелли материалсем кỹрсе килнĕ. Çур акине хутшăнакан техникăна 96 процент юсаса çитернĕ. Пĕтĕм категорири хуçалăхсем мартăн 23-мĕшĕ тĕлне 6 единица (57 миллион та 647 пин тенкĕлĕх) техника туяннă.

Паллах, вырăнсенче кадрсен ыйтăвне татса парасси те тĕп вырăнта.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code