Четверг, 21 мая, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçченсем — хуçалăх тĕрекĕ

Ĕçченсем — хуçалăх тĕрекĕ

Акана тухиччен шутлă кунсем тăрса юлчĕç. «Рассвет» ЯХПКра ака ĕçĕсене яланхиллех кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварма тĕллев лартаççĕ. Ку енĕпе майĕсем те çителĕклĕ. Хуçалăхра çур аки ĕçĕсене ирттерме минераллă удобренисемпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тата ял хуçалăх культурисен пахалăхлă вăрлăхĕсемпе кирлĕ таран саппасланнă. Çулсерен çĕнĕ вăрлăхсемпе усă курни, вĕсене улăштарсах тăни тивĕçлĕ тухăç парать.

— Ака ирттерме вăрлăх та, техника та çителĕклĕ. Кăçал пысăк производствăллă хăватлă сеялка (сарлакăшĕ — 12 метр) илме вăй çитертĕмĕр. Çавна май ĕç тата та кал-кал пырасса шанса тăратпăр. Вăл вăрлăха тивĕçлĕ тата виçеллĕ варăнтарма май парĕ. Хăватлă ял хуçалăх техники шанчăклă çынсен аллинче пулни те ĕç ăнăçлă йĕркеленессе çирĕплетет, — палăртать хуçалăх ертỹçи Юрий Мясников.

Кадр ыйтăвне те тивĕçлипе тимлĕх уйăраççĕ кунта. Ĕçне тĕплĕн пĕлекен пысăк опытлă специалистсене хаклать ертỹлĕх. Çĕре ĕçлесе хатĕрлекен ял хуçалăх машинисене юсавлăхпа чылай малтан тивĕçтереççĕ механизаторсем, техникăна тивĕçекен ĕç калăпăшĕ те паллă. Ĕçлев хăрушсăрлăхĕн йĕркисене вĕренсе алла илесси те çирĕп йăлара.

Акана хутшăнакансем çывăх кунсенче медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма, хуçалăхра механизаторсемпе тата водительсемпе акана тухас умĕн тĕллевлĕ инструктаж ирттерме хатĕрленеççĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: акара тата вырмара, хуçалăхри ытти ĕçре пысăк тăрăшулăхпа палăракан Григорий Сергеев, Владимир Иванов трактористсем, Вячеслав Мясников инженер (варринче) — ял хуçалăх предприятийĕн тĕрекĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code