Кăçал хăйĕн 90 çулхи юбилейне кĕтсе илекен Республикăри «Трактор тăвакансен культура керменĕ» пултарулăх центрĕ халăх ăс-хакăлне упрас енĕпе питĕ пуçаруллă.

Ку тĕлĕшпе пултарулăх центрĕ округсенчи юрă-ташă коллективĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Шупашкар муниципалитет округĕн Чăрăшкасси ялĕнче иртнĕ «Атăл ывăлĕсен юрри-ташши» фестиваль-конкурса 16 ушкăн хутшăнни те çавăн çинчен калать.
Арçынсен юрă репертуарĕ — уйрăм тĕнче. Унта вăй та, хăюлăх та, ăсталăх та, чун шăранчăкĕ те пĕрле çунать. Çак репертуар тĕрлĕ жанрсемпе пуян: урам юррисем, ямшăк юррисем, ниме юррисем, сăвай çапакансен юррисем т.ыт.те. Кашни жанрăн хăйĕн кăмăлĕ, хăйĕн сасси.
Тỹскелĕнчи культурăпа кану центрĕ çумĕнчи Иван Шурбин ертсе пыракан «Тускил» ушкăн Елчĕк тăрăхĕнчи салтак юррине шăрантарнă. Жюри членĕсем арçынсен пултарулăхне I степень лауреат Дипломĕпе хакланă.

