2025 çул — Раççейре Çĕршыв хỹтĕлевçин, Чăваш Енре Çĕнтерỹпе патриотлăх çулталăкĕ пулнине асра тытса Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче ирттернĕ мероприятисене ытларахăшне çулталăк темипе пĕр килекен содержанипе йĕркелеме тăрăшнине палăртатпăр. Çаксем пирки малалла каласа кăтартнинчен те пĕлме пулĕ.

Малтан вара çакна аса илни вырăнлă пулмалла: 2026 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне музей фондĕнче 5745 экспонат шутланса тăнă. Çав шута «Музее — парне» акци шайĕнчи пулăшу, живопись, графика, скульптура, этнографи, археологи экспоначĕсен, тĕрлĕ документ, сайра тĕл пулакан кĕнеке (199), сăн ỹкерчĕк тата ытти фондсем те кĕнĕ. Хальхи вăхăтра музейри пур экспоната та Раççей Федерацийĕн патшалăх каталогне кĕртессин ĕçне вĕçлесе пыратпăр.
Музей халăха туртакан вырăн пултăр тесе музей ĕçченĕсем ун тулашĕнче те час-часах куравсем йĕркелеççĕ. Вĕсене пурĕ 8687 çын хутшăннă. «Музее — парне» ятпа йĕркелекен акци те кашни çул иртет. Округра пурăнакансем çак ĕçе кăмăлтан хутшăнаççĕ, çапла вĕсем пулас ăру валли хăйсенчен ырă ят хăвараççĕ. Сăмах май, Кавал ялĕнче пурăнакан культура ĕçĕн ветеранĕ Валерий Изратов пĕр тăванĕ — алă ĕçĕсен маçтăрĕ Галина Изратова хăй пурăннă чухне ăсталанă пуканесене яланлăх упранма музея парнелени те асра юлмалли ĕçсен шутĕнче. Округ центрĕнчи культура çуртĕнче йĕркеленĕ «Блокадăри Ленинград» куçса çỹрекен, Смоленск облаçĕнче ирттернĕ шырав ĕçĕсенче тупма май килнĕ экспонатсемпе усă курса хатĕрленĕ «Çĕнтерĕве хывнă тỹпе» куравсене те сахал мар çын хутшăнчĕ. Музейçăсем тăрăшнипе округра пурăнакансемпе шкул ачисем Чăваш наци музейĕнче «Волонтерсем пулăшаççĕ» ятпа СВО салтакĕсем çинчен хатĕрленĕ планшетсемпе те паллашма пултарчĕç. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсемпе тата вĕсен çемйисемпе тĕл пулассине йĕркелесе пырассине ĕçе кĕртнине ырламалла. ГСВГ ветеранĕсем те музейра час-часах пулаççĕ. Кунта вĕсен ятарлă кĕтесĕ пур, вĕсем ăна çĕнетсех тăраççĕ.
Хальхи самантра хамăр ĕç-хĕлпе социаллă сетьсенче те паллаштарса пыратпăр. ВКонтакте ушкăнра йĕркеленĕ «Яльчикский музей» сайтра хальхи вăхăтра 800-е яхăн çын хыпарсемпе паллашса пырать.
Музей ĕçĕ-хĕлĕнчи çак тата ытти мероприятисене пурне те çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассипе çыхăнтарнă. Эпир çĕнтерỹçĕсен ăрăвĕн хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ çинчен яланах чунтан тав туса ăшпиллĕн калаçма тивĕçлĕ. Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 81 çул çитнине кĕтсе илме хатĕрленнĕ май округра пурăнакансенчен, краеведсенчен ыйтса пĕлсе тата Интернет уçлăхĕнчи тĕрлĕрен сайтсемпе усă курса Тăван çĕршыва фронтра хỹтĕленĕ тата çĕнтерĕве тылра туптанă çынсем çинчен тата ытларах информаци пухассине мала хуратпăр.
Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисенче вăй-халĕсене шеллемесĕр оборона объекчĕсене тума хутшăннă хамăр тăрăхри çынсем пирки те май пур таран ытларах пĕлтерме ыйтатпăр. Çапла майпа вĕсен паттăрлăхне ĕмĕрлĕхе асра хăварасси пирĕн тĕп тивĕç пулмалла..
Çавăн пекех Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Республикинчи Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа музейра округра пурăнакансенчен парнесем — сайра тĕл пулакан япаласен коллекцине йышăннине те пĕлтеретпĕр. Пире ытларах ку е вăл халăх — наци çыннисен этнографи япалисем кăсăклантараççĕ. Вĕсен шутне наци йăли-йĕркинчи савăт-сапа, кил-çуртра усă куракан сĕтел çитти, урай паласĕ, вырăн çитти, кавир, йăлари çи-пуç, атă-пушмак тата пуçа тăхăнмалли япаласем, капăрлăх, наци колоритне кăтартакан сувенир пуканесем, ача-пăча теттисем кĕреççĕ. Çак япаласене музея парнелесе эсир вĕсене манăçа тухасран упратăр, унпа пĕрлех, хăвăр çемье тата халăх историне сыхласа хăваратăр. Вĕсене килти арчара пытарса ан усрăр, музейре пĕтĕм халăх куçĕ умне кăларса иккĕмĕш пурнăç парнелĕр.
Тусăмăрсем, музейре хапăлласах кĕтетпĕр сире!
Светлана АРХИПОВА,
Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн заведующийĕ.

