Хăвăлçырма ялĕнче пурăнакан Альбинăпа Валерий Волковсем тăваттăмĕш çул канлĕх мĕнне пĕлмеççĕ. Çĕрле ыйхăран вăранса кайсан кĕлĕ сăмахĕсем пуçра, телефон алăра вĕсен. Ашшĕ-амăшĕ тỹрех ывăлĕнчен хыпар килнипе килменнине пăхать. «Пурте лайăх, сывлăхпа тăратăп», — тесе çырнă хыпара курсан вăхăтлăха лăпланаççĕ. Мĕнле чăтаççĕ-ши чĕрисем?
— Ĕçпе йăпанатпăр, — теççĕ вĕсем.
Волковсем хуçалăх тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ: лаша, ĕне, вăкăр, сысна, сурăх, хур-кăвакал, чăх-чĕп. Куллен кăвак çутăпа ура çинче çемье. Чĕлхесĕр янаварсене вăхăтра апатлантармалла, ĕне сумалла, ай сарăмне улăштармалла… Ĕçĕ пайтах, кану кунĕ çук ку ĕçре. Утмăлтан тата çитмĕлтен иртнĕ çынсемшĕн пĕрре те çăмăл мар çакăн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх тытма. Çапах та ывăлĕ таврăниччен усрас кăмăллă-ха вĕсене. Алексее пулăшмалла. Украина территорине гуманитари пулăшăвĕпе каякансен урлă кашнинчех кукăль, çăкăр, капăртма, шăрттан, хур-кăвакал… таранччен ăсатаççĕ.
Ачаран ĕçпе пиçĕхни тĕрев парать çемьене. Альбина Алексеевна Кỹлпуç хĕрĕ пулнă, Агния Николаевнăпа Алексей Степанович Савиновсен 7 ачаллă çемйинче 3-мĕш ача пулнă вăл. Валерий Павлович та йышлă ачаллă çемьере çитĕннĕ. 4 ачаран — чи асли. Çамрăксем пĕрлешсен чи малтанах упăшкин ашшĕпе амăшĕпе Аннăпа Павел Волковсемпе 3 çул килĕшỹре пурăннă. Валерий аслă ывăл пулнă май çамрăк çемье тĕп килтен уйрăлса тухса маларах хăпартса хунă çурта куçнă, малалла ăна мăшăр хăйĕн вăйĕпе туса пĕтернĕ.
— Мобилизаци пуçлансанах Алексее повестка пачĕç, ăна 2022 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче çара ăсатрăмăр. Çавăнтанпа пĕр лăпкăлăх та курман. Ир тăрсан та, каç выртсан та, апат çиме ларсан та пĕр шухăш: «Ывăлăмăр мĕнле-ши?» — калаçăва пуçларĕ Альбина Алексеевна. — Малтан Ульяновск хулинче кĕске вăхăт хушшинче çар ĕçне вĕренчĕ. Халĕ Запорожьери чăваш полкĕнче неонацистсемпе кĕрешет. 1989 çулхи августăн 27-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕскер ялти шкултан вĕренсе тухсан водитель профессине алла илчĕ. Салтакра пулнă хыççăн пĕр тапхăр хăйĕн профессийĕпе ĕçлерĕ.
Йĕкĕт пурнăçра тепĕр хут салтак атти тăхăнма пултарасси пирки шухăшлама та пултарайман паллах. Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансан, мобилизаци йĕркипе повестка парсан, хирĕçлесе тăман вăл, çĕршыва хỹтĕлесси арçыннăн тивĕçĕ иккенне асра тытса инçе çула пуçтарăнма пуçланă.
Аслисем кĕçĕннисене ачаран ĕç çумне çыпăçтарнă. Ашшĕ платник ĕçне кăмăллани ывăлĕ çине те куçнă. Стройка ĕçĕсене тума пĕлни аякри вырăнта та пĕлтерĕшлĕ. Салтаксемшĕн кĕске вăхăтрах блиндаж, мунча, пурнăçра кирлĕ тĕрлĕ хатĕр туса хурасси йывăрлăх мар.
— Волонтерсем илсе пыракан пулăшусем питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене тата укçа-тенкĕпе анчах мар, апат-çимĕçпе тата кирлĕ хатĕрсемпе пулăшакан халăха пысăк тав. Салтаксем хăйсем те куллен кирлĕ ытти хатĕрсене туянаççĕ. Тĕрĕссипе, ятарлă çар операцине хутшăнакансен шалăвĕн çурри çавăнтах пĕтет, — тет Альбина Алексеевна.
Пĕр çулталăкра 2 хут тăван тăрăха кĕске вăхăтлăха канма яраççĕ салтаксене. Алексей март уйăхĕнче черетлĕ отпускра пулчĕ. Кунта ăна ашшĕ-амăшĕ, Наталья аппăшĕн çемйи, Галина мăшăрĕпе Есения хĕрĕ куç пек кĕтеççĕ. Хĕр ача 1 çулталăк та 3 уйăха çитнĕ. Вĕсемшĕн пуриншĕн те тунсăхлать салтак.
«Наташăна та, Галя кине те тав сăмахĕ калас килет. Час-часах килсе çỹреççĕ, кулленхи ĕçре пулăшаççĕ», — савăнăçне палăртать салтак амăшĕ. Алексейăн аппăшĕ Наталья шкул пĕтерсен воспитатель профессине алла илнĕ, пĕр ял çыннипе Владислав Галкинпа пĕрлешнĕ. Шупашкарта пурăнаççĕ. Çемьере 2 ача çитĕнет: Катя тата Костя. Галина мăшăрĕ вара страхлав компанийĕнче агент пулса тăрăшать.
Алексей Волков çар тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн çар командованийĕнчен Тав çырăвне илнĕ. Амăшĕпе ашшĕне командир хăюллă салтак пăхса çитĕнтернĕшĕн тав туни аслисен чунне çемçетет, ăшăтать. Елчĕк арĕ тивĕçлĕ салтак пулнине унăн наградисем те çирĕплетеççĕ: Жуков тата «Ятарлă çар операцине хутшăнакан» медальсем.
Çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн кĕрешекен мĕн пур салтака тав сăмахĕ. Эпир вĕсене пурне те тăван тăрăхра ырă-сывă кĕтетпĕр.
Елена ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Алексей Волков ашшĕпе тата амăшĕпе пĕрле.

