Четверг, 21 мая, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Тухтăр патне вăхăтлă çỹрĕр

Тухтăр патне вăхăтлă çỹрĕр

Раççей Правительстви медицина аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрать. 2025 çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин 2030 çулчченхи тапхăрта медицинăна аталантармалли çĕнĕ стратегие çирĕплетрĕ. Вăл 2019-2025 çулсенче ĕçленĕ стратегие улăштарчĕ. Документ сывлăх сыхлавĕн сферинчи наци хăрушсăрлăхĕн тăрăмне, аталанăвăн тĕллевĕсемпе тĕп çул-йĕрне уççăн палăртать. Стратегире 2030 çул тĕлне çĕршывра сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан граждансен шутне палăрмаллах ỹстересси, медицинăра усă куракан технологисене çирĕплетсех пырасси çине уйрăм пусăм тунă.

Çак статьяра эпĕ вулакана Елчĕкри тĕп больницăн 2025 çулхи ĕç-хĕлĕпе тата 2026 çулхи тĕллевсемпе паллаштарасшăн. Елчĕк больници 13930 çынна тĕрлĕ медицина пулăшăвĕ парать. Халăх сывлăхне тимлесе тăрассинче стационарта 82 койка (çав шутран 49 койка талăкĕпех сипленекенсем валли) тивĕçлĕ вырăн йышăнать. 7 врач амбулаторийĕ, 1 терапи участокĕ, 2 педиатри участокĕ, 23 ФАП тата 1 мобильлĕ ФАП ĕçлет. Медицина тытăмĕнче пурĕ 235 çын тăрăшать, вĕсенчен 35-шĕ — тухтăрсем, 124-шĕ — вăтам медицина ĕçченĕ тата 76 ытти персонал. Сыватмăш çулсерен çĕнĕ кадрсемпе пуянланса пынине палăртмалла. 2025 çулта больницăна 5 çамрăк врач тата 3 медицина сестри ĕçлеме килчĕç. Вĕсенчен 4-шĕ тĕллевлĕ вĕрентỹ майĕпе пĕлỹ илнĕ, 2-шĕ «Земство тухтăрĕ» тата пĕри «Земство фельдшерĕ» программăпа ĕçлеме вырнаçнă. Тĕллевлĕ вĕрентỹ программи малалла пырать, хальлĕхе 17 студент аслă вĕренỹ заведенийĕсенче вĕренĕве малалла тăсать (çав шутран 10 студент — пулас тухтăрсем, 2 ординатор). Кăçал вара больницăна тепĕр 2 тухтăр, 5 медицина сестри ĕçлеме килессе кĕтетпĕр.

Амбулатори условийĕсенче медицина пулăшăвĕ кỹрекен врач должноçĕсен комплектлăхĕ 85,7 процентпа, вăтам медперсонал должноçĕсен комплектлăхĕ 95,1 процентпа танлашать. Тухтăрсен вăтам ỹсĕмĕ çултан-çул çамрăкланнине те палăртмалла: 2023 çулта вĕсен вăтам ỹсĕмĕ 58 çул пулнă пулсан, 2025 çул вĕçне вăтам çул 48 çул ытла пулнă. Медицина сестрисен вăтам ỹсĕмĕ вара çав шайрах — 51,3 çул.

Халăхăн вăтам ĕмĕрне илес пулсан, вăл ỹссе пыни сисĕнет: 2021 çулпа танлаштарсан арçынсен вăтам ỹсĕмĕ 67 çултан 70 çул таран ỹснĕ, хĕрарăмсен — 80 çултан 83 çул таран.

Шел пулин те, округра халăх шучĕ çултан-çул палăрмаллах чакса пырать. Çакă кашнинех пăшăрхантарать паллах. 2025 çулта 211 çын вилнĕ (2024 ç — 265). Мĕнле чирсене пула çын ытларах пурнăçран уйрăлать? Нерв тытăмĕн чирĕпе вилекенсен шучĕ — чи пысăкки. Çавăн пекех юн çаврăнăшĕн тытăмĕн, сывлав, апат ирĕлтерекен органсен тата ытти чирсене пула вилеççĕ.

Репродуктивлă çулсенчи çынсен сывлăхне тĕрĕслесех тăни чир-чĕре маларах тупса палăртма пулăшать. Диспансеризаци тата профилактика тĕлĕшпе ирттернĕ медосмотр чирсене вăхăтра тупса палăртнипе пĕрлех вăхăтра сипленме çул уçать. Иртнĕ çул 7755 çын (планпа палăртнинчен 106,4 процент) çак тĕрĕслев витĕр тухнă. Çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Сывлăх патне утăм» проекчĕпе килĕшỹллĕн вырăна 15 хут тухса 2289 çынна тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 1169 çыннăн сывлăхне каярах тата тĕплĕн тĕрĕсленĕ. Тухтăрсем организацисене тухса та коллекивсен хушшинче тĕрлĕ тĕрĕслев ирттереççĕ.

Мĕн калас килет халăха? Хамрăн сывлăха упрар, уншăн яваплă пулар. Тухтăр патне вăхăтра çỹремелли пирки асрах тытар.

Алина ВАСИЛЬЕВА,
Елчĕкри тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code