Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев апрелĕн 22-мĕшĕнче 11.00 сехетре «тỹрĕ лини» йĕркелет. Унăн тĕп тĕллевĕ — республикăра пурăнакансене хумхантаракан ыйтусене йышăнса вĕсене татса парасси.
— Халăхпа тачă çыхăнура пулни тата ăна вăхăтра илтни питĕ кирлĕ. Çакă хамăрăн ĕçе хаклама та, Чăваш Ене малалла аталантармалли пуçарусене тĕпе хума та май парать, — палăртать Олег Алексеевич.
Трансляцие социаллă сетьсенче — контактри страницăра «Олег НиколаевỸЧувашия» пĕрлешỹре, «Чăваш Республики» ушкăнра, Чăваш наци телевиденийĕ е ЮТВ, чăваш наци радиовĕн хумĕсем урлă, хатĕр текстпа «Хыпар» хаçатра тата «Чувашинформ» ресурссенче паллашма май пулĕ.
Ыйтусене «Патшалăх пулăшăвĕсем» портал урлă маларах видеомелпе е çырса ярса пама пулать. Çавăн пекех «тỹрĕ лини» вăхăтĕнче чатра çырмалла, е çак телефонпа çыхăнмалла: 8 (8352) 565-100.

