Среда, 10 июня, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăмăл ырă — пурăнма та çăмăл

Кăмăл ырă — пурăнма та çăмăл

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмра шкулти пекех: кашни эрнере тенĕ пек пĕр-пĕр пысăк мероприяти иртет.

Аслă праçнике — Мăнкуна та чаплăн паллă турăмăр эпир. Тĕрĕссипе, уявне Шупашкартан килнĕ хăнасем туса пачĕç-ха. «Елчĕк ен ентешлĕхĕ» обществăлла организацин ертỹçи Юрий Карпов пирĕн патăмăрта пĕрремĕш хут мар. Пултаруллă производственник, ăста спортсмен паллă меценат та. Вăл округри нумай мероприятин спонсорĕ. Стационарта пурăнакансене хальхинче пылак çимĕçсемпе тивĕçтерчĕ. Унăн ăш пиллĕхĕ кунпа çеç вĕçленмерĕ-ха. Эпир СССР спорт мастерĕ юрă-кĕвĕ ытамĕнчен ỹксе юлманни пирки чухлама та пултарайман. «Сукмак» юрра мăшăрĕпе, Нина Ивановнăпа, епле кăмăллă шăрантарчĕç вĕсем. Чăваш эстрада юрăçин Лариса Шаурбинан юррисемпе вара хамăра çамрăкланнăн та туйрăмăр. Ун пек чухне ыратни-мĕнне те манса каятăн.

Мăнкунпа çыхăннă уява Курнавăшри Христос çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятельне Анатолий аттене те йыхравланă. Вăл Аслă праçник çинчен кĕскен ăнлантарса пачĕ, пурне те сывлăхпа, тĕрĕс-тĕкел пурăнма пиллерĕ. Шкул ачисем Мăнкун юррисемпе паллаштарни уйрăмах кăсăклă пулчĕ — нумайăшне илтмен те.

Чăваш Енри ĕç, вăрçă, хĕç-пăшаллă вăйсен тата шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсен президиумĕн членĕ Серафима Терентьева ватăсене уявпа саламланă май Валерьян Кириллова тата çак йĕркесен авторне Хисеп хучĕпе чысларĕ.

Пире пысăк уяв туса панăшăн стационар уйрăмĕн ĕçченĕсене, Юрий Михайловичпа унăн командине пĕтĕм чĕререн тав тăватпăр.

Илья КОРНИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code