Понедельник, 17 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лапам çĕнĕ сăнсемпе çуталчĕ

Лапам çĕнĕ сăнсемпе çуталчĕ

Майăн 1-мĕшĕнче, Çуркуннепе Ĕç уявĕнче, Елчĕкри тĕп лапамри Хисеп хăми çĕнĕ сăнсемпе çуталчĕ.

Çурхи уяв пирĕн асăмăрта иртнĕ çулсенчен тытăнсах ĕç çыннине пĕрлештерекен, мăнаçлăх туйăмĕ кỹрекен кун пулнипе асра юлнă. Унăн пĕлтерĕшĕ халĕ тата ỹссе пырать. 2025 çулта тĕрлĕ сферăра уйрăмах палăрнă 20 çыннăн портречĕсене вырнаçтарни те паллă пулăм. 14-мĕш хут çĕнетнĕ Хисеп хăмине кĕнĕ хастарсен ячĕсене хаçатăн иртнĕ номерĕнче çырнăччĕ.

Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй, регионти «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕн координаторĕ Алевтина Федорова, Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый уяв пĕлтерĕшне уçса панă май, пĕрлĕхпе туслăхра вăй, тăван çĕрĕмĕр яланах пултаруллă çынсемпе пуян пулнине палăртрĕç. Кашнине Свидетельствăсем парса малашне те ĕçре пысăк çитĕнỹсем тума, общество пурнăçне хастар хутшăнма ырă сунчĕç.

Паллах, юрă-ташă, чечексем, пĕрлехи сăн ỹкерттерỹ уявăн пĕлтерĕшне тата та пуянлатрĕç.

Шухăш:

Татьяна ВАСИЛЬЕВА — Яманчỹрелти культура çурчĕн заведующийĕ:

Ĕçлекенсене округра хисеп тăвасси ĕлĕкрен пыракан ырă пулăм. Ман сăна Хисеп хăми çине вырнаçтарни савăнтарать те, çав вăхăтрах тата тăрăшса ĕçлеме хистет. Хам ĕçĕме питĕ юрататăп. Условисем лайăх, иртнĕ çул 6 миллион ытла тенкĕлĕх тĕп юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр, унсăр пуçне музыка оборудованийĕ туянтăмăр.

Юрий ПЕТРЯНКИН — Елчĕкри подстанци электромонтерĕ:

Подстанцире 16 çул ĕçлетĕп. Коллектив туслă, харсăр. Кунти ĕçсене тивĕçлипе йĕркеленипе пĕрлех, ытти округа çанталăк пăтăрмахĕсене пула стройран тухнă электролинисене йĕркене кĕртме те тухса çỹретпĕр. Округăн Хисеп хăми çине кĕртни пысăк яваплăх та. Вăл чыса манăн ĕçри ытти чылай юлташ та тивĕçлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code